Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 25.01.2022, 10:12 Просмотров: 193

Завод тума палăртаççĕ

 Чăваш Республикинче Çĕнĕ Шупашкарта RDF-топлива тирпейлесе кăларакан завода хута яма палăртаççĕ. Кун пек йышăнăва Раççей экологи операторĕн представителĕсемпе Правительство çуртĕнче ĕçлĕ канашлу ирттернĕ вăхăтра пăхса тухнă, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе çыхăннă ыйтусем çине тимлĕх уйăрнă. "Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлес ыйтушăн уйрăмах çак завода хута яни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Экономика тухăçлăхне ỹстерме май парать", - тесе каланă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче. Хальхи вăхăтра РЭО предприятисемпе пĕрле ĕçлĕ килĕшỹсем хатĕрлет. Чи малтанах çак çĕнĕлĕх цемент промышленноçĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăрĕ.

Проект сăнарĕ - Надежда Бабкина

"Раççейĕн тĕрленĕ картти" проекта çĕршывра пуçарса янă. Историллĕ çĕршыв проекчĕн сăн-сăпатне сăнарлаканĕ Надежда Бабкина пулса тăнă. Кун пирки хăйĕн Инстаграм страницинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев каласа кăтартнă. "Раççей карттине тĕрлес текен шухăш çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен çак проекта пуçарса яраканĕ пулса тăнă. Ку ĕçе ытти субъектсем те хапăл тусах йышăннă. Тĕлĕнмелле пысăк истори пулса тăрать. Раççей карттине пĕрле тĕрлени - хăйне евĕр истори пек пурнăçа кĕрет. Пысăк халăхăмăрăн пуян йăли-йĕркине çирĕплетекен пулăм асра юлĕ", - тесе каланă видео саламра артистка. Хатĕр карттăна Шупашкарта Раççей кунĕнче июнĕн 12-мĕшĕнче халăх умне кăларĕç. Вăл кун республикăн тĕп хулинче "Раççей юррисем" фестиваль-марафон пуçланĕ.

Шупашкар тата Чăваш Епархийĕ йĕркеленни - 75 çул

 Шупашкар тата Чăваш Епархийĕ йĕркеленнĕренпе 75 çул çитнĕ. Çак ятпа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Савватий владыка, Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров, министрсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Шупашкар хула ертỹлĕхĕ, тĕн çыннисем хутшăннă. Уявра харпăр хăй ĕçĕнче уйрăмах палăрнă тĕн çыннисене патшалăх тата чиркỹ наградисем парса чысланă. Чиркỹсен çумĕнчи хорсенче юрлакансем илемлĕ юрăсем шăрантарнă.

Яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа чылай ыйту хумхантарать

"Единая Россия" партин Чăваш Енри кантурĕнче тỹрĕ лини иртнĕ. Студентсемпе абитуриентсен ыйтăвĕсене вĕрентỹ министрĕн çумĕ Ольга Хлебникова, ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, строительство техникумĕн директорĕ Сергей Кудряшов хуравланă. Çамрăксем çĕнĕ профессисемпе специальноçсем, стипенди виçи, вĕренỹ заведенийĕсенчи çĕнĕлĕхсем, бюджет вырăнĕсем çинчен ыйтса пĕлнĕ. Çавăн пекех общежитипе тивĕçтерессипе, тăлăхсене социаллă пулăшу парассипе, дистанци мелĕпе вĕренессипе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарнă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика