Депутатсем муниципалитет округĕ тăвассишĕн сасăларĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 25.01.2022 10:15 Просмотров: 147

Январĕн 21-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта районти депутатсен Пухăвĕн кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.

Сессинче депутатсем кун йĕркинчи пилĕк ыйтăва пăхса тухрĕç. Тĕп ыйту районти мĕн пур ял тăрăхĕсене пĕрлештерсе Патăрьел муниципалитет округне тăвассипе çыхăнчĕ. Район администрацийĕн организаципе тĕрĕслев ĕçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕн ыйтăвĕпе тимлекен пай пуçлăхĕ Алина Ильина çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртес тĕллевпе вырăнсенче, районта ку таранччен туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă хыççăн районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем пĕр саслăн Патăрьел районĕнчен Патăрьел муниципалитет округĕ тăвассишĕн сасăларĕç.

Кăçал Патăрьел районне йĕркеленĕренпе 95 çул çитет. Çавна май Алина Геннадьевна ларăва хутшăннисене сумлă паллăпа çыхăннă мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ. Сессинче депутатсем "Патăрьел районне - 95 çул" медале тата ун пирки каланине те çирĕплетрĕç.

Ларура пăхса тухнă кашни ыйтупах тивĕçлĕ йышăну турĕç депутатсем.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика