Районта - Феодор владыка Улатăр тата Пăрачкав епископĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.01.2022 10:29 Просмотров: 149

Феодор Алманчăри Богоявлени чиркĕвĕ 25 çул тултарнă май литурги кĕлли ирттернĕ. Унпа пĕрле Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ Туçари çветтуй Троица чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей тата округри ытти пачăшкăсем пулнă.

 Феодор владыка Украинăри тăнăçлăхшăн тата коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăха сирес тĕллевпе ыйтса кĕлĕ вуланă. Литурги хыççăн ăс парса сăмах каланă. Чиркỹ ĕçне хастар хутшăнакансене Архиерей грамотисене панă.

 Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Феодор кăçал Алманчă ял халăхĕн вăйĕпе хута янă çĕнĕ купельпе, çавăн пекех Патăрьелĕнчи Турă амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ чиркури строительство ĕçĕсемпе паллашнă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селивановпа Феодор владыка йăлана кĕнĕ йĕркесене, çемье хаклăхне мала хурас, çамрăксем хушшинче тĕн тата кăмăл-сипет воспитанийĕн тата ытти ыйтусене тытса пырассине сỹтсе явнă.

 А. ИВАНОВА.

Архив материалов

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика