Олимпиада призерĕсем - тăван чĕлхене чунтанах юратакансем

Категория: Публикации Опубликовано: 04.03.2022, 14:10 Просмотров: 975

ÇАК кунсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе литературипе регионсем хушшинчи олимпиада иртнĕ. Тăван чĕлхене чунтанах юратса вĕренекенсем пирĕн районта та сахал мар. Хальхинче 9-11 классем хушшинче йĕркеленĕ олимпиадăра Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне тăхăр вĕренекен хỹтĕленĕ, призерсем пулса таврăннă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 10 класра вĕренекен Ю.Муллина (вĕрентекенĕсем - Н.Путякова, С.Солдатова), Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта 10-11 класра вĕренекен К. Степанова, Е.Матвеева, С.Матюшкина (вĕрентекенĕ - С.Никитина), Аслă Чементи вăтам шкултан кăçал вĕренсе тухакан Е.Ежова (вĕрентекенĕ - Э.Селиверстрова), Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти 10 класра вĕренекен Т.Павлова (вĕрентекенĕ - Н.Павлова) тата Хирти Пикшикри вăтам шкулта 11 класра вĕренекен П.Петров (вĕрентекенĕ - И.Пестрова) маларах район шайĕнче çĕнтерỹçисем пулнă, халĕ - республика олимпиадин призерĕсем.

Яндекс.Метрика