Çăварни эрни пурне те асра юлтăр-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 04.03.2022, 14:11 Просмотров: 978

АСЛĂ ăру çыннисем Çăварни уявне епле савăнăçлă та кăмăллă ирттернине ас тăваççĕ-тĕр. Ун чухне ватти-вĕтти тенĕ пекех лашасемпе катаччи чупнă. Урхамахĕсемпе çунисене вара юмахри пек капăрлатнă, илемлетнĕ пĕкĕ çине тавралăха янратакан шăнкăравсем çакнă, çуна çинчи пикисем çỹçеллĕ тутăр çыхнă... Вăл çеç мар-ха... Катаччи чупакансем кунĕпе тенĕ пекех хуткупăспа юрласа ялти кашни урама кĕрсе тухнă, çынсене уявпа саламланă, икерчĕпе сăйланă, çуркунне çитнĕшĕн савăнса ташланă-юрланă. Халĕвара çак ырă йăлана пăхăнакансем питĕ сахал. Чăн-чăн паттăрсене (çаплах калас килет) ялта сайра-хутра çеç курма пулать. Лаша усракансем те чĕлхесĕр янаварсене "тимĕр утпа" улăштарчĕç. Кăçал тата коронавирус чирне пула уява халăхпа пухăнса ирттерме май килмест. Çăварни икерчине килтех çийĕпĕр.

Яндекс.Метрика