Республика хыпаресем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.03.2022, 08:50 Просмотров: 773

  Чи хастаррисене чысланё

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн республика аталанăвне пысăк тӳпе хывакан хĕрарăмсене патшалăх наградисем парса чысланă. Хальхинче наградăна вуннăн — экономист, промышленность предприятийĕнче, Раççей Почтинче ĕçлекенсем, врачсем, вĕрентекен, муниципалитет служащийĕ— тивĕçнĕ. «Чăваш Республикинчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе патшалăхпа общество деятельне Ираида Стекольщиковăна хавхалантарнă.


Йывăрлăхран ку хутĕнче те ăнăçлă тухăпăр

 Республикăри система йĕркелекен предприятисене пулăшас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн  ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Анăç Раççей тĕлĕшпе йышăннă тата йышăнакан санкцисен условийĕсенче предприятисен ĕçне тивĕçтермелли мерăсене тишкернĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, Раççей Правительстви экономикăна тĕревлемелли, граждансен социаллă хӳтлĕхне тивĕçтермелли саккунсен пуххине хатĕрленĕ — чăннипех пысăк пулăшу пулĕ. Вăл хаксем ӳссе каясран сыхланмаллине, производствăри татăлма пултаракан çыхăнусене çирĕплетес енĕпе ĕçлемеллине палăртнă, паянхи лару-тăрупа хамăрăн майсене анлăлатас тĕллевпе усă курма чĕнсе каланă. Анатолий Аксаков депутат Патшалăх Думи йышăнма хатĕрленекен саккунсенче палăртакан мерăсемпе паллаштарнă. Пулăшу мерисем чăннипех анлă пулмалла — пĕчĕк тата вăтам бизнес тӳлекен налуксене темиçе хут пĕчĕклетессинчен тытăнса бизнес тĕлĕшпе уголовлă ĕçсене Налук служби ыйтнипе кăна пуçарасси таран. Вăл иккĕленмест: Раççей иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен тытăнса кунашкал лару-тăрура пĕрре кăна мар пулнă — кашнинчех йывăрлăхран ăнăçлă тухнă. Ку хутĕнче те çаплах пулĕ.

Бюджет пысăкланать

 Республика бюджечĕ тата 6 миллиарда яхăн тенкĕлĕх пысăкланать. Тивĕçлĕ саккун проектне Министрсен Кабинечĕ юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура ырланă. Финас министрĕ Михаил Ноздряков бюджета кĕртме сĕнекен тӳрлетӳсемпе паллаштарнă май ăнлантарнă тăрăх, улшăнусем регион иртнĕ çула мĕнле вĕçленипе сăлтавланнă: «Çулталăка япăх мар вĕçлерĕмĕр — çакă бюджета тӳрлетессине витĕм кӳчĕ». Çав шутра — хамăрăн тупăшсем 16% хушăнни, пĕлтĕрхи бюджета профицитпа пурнăçлани, патшалăх парăмне чакарма пултарни.

Уява хатĕрленеççĕ

Республика кунне хатĕрленес ĕç вăй илсех пырать. Уяв программи пуян та анлă пулĕ. Экономика, туризм, культура … мĕн пур отрасле явăçтарĕç. Кăçал программăна çĕршывра пулса иртекен мероприятисене кĕртнĕ. Ачасен фольклориадине Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 900 ача пухăнмалла. «Чăваш Ен: трансформаци» форум, «Регионсем — чик.сĕр ĕçтешлĕх» курав, «Асамат», «Тарават Чăваш Ен», «Раççей юррисем» фестивальсем, «Руç ăстисем» тата ытти вун-вун мероприяти йĕркелеме палăртнă. Аса илтеретпĕр: кăçал Республика кунĕ Шупашкарта тата Куславккара иртĕ.

Ҫул-йĕр тума нихçанхинчен ытларах укçа уйăрнă

 Чӑваш Енре ҫул-йӗре юсама тата ҫӗннисене хута яма нихӑҫанхинчен ытларах укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Власть органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче 1,6 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрма йышӑннӑ. Ҫапла фонд 7,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Кун пекки халиччен пулман. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр ҫул-йӗр фончӗ 5,8 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 2017 ҫулта - 4,8 миллиард тенкӗпе. Кӑҫал ку укҫапа 370 ҫухрӑм ҫула юсӗҫ, 15,5 ҫухрӑм ҫӗннине хута ярӗҫ.

Яндекс.Метрика