Руль умĕнчи чиперккесене - гаишниксенчен парне

Категория: Публикации Опубликовано: 11.03.2022, 09:04 Просмотров: 744

ПĔТĔМ тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче районти ГИБДД инспекторĕсем çула тухнă водитель-чиперккесене пĕрне те ирттерсе яман, пурне те чарăнма ыйтнă. Çакă çул çинче йĕркене пăхăнманнипе е пĕр-пĕр операципе пач та çыхăнман. Гаишниксем хĕрарăмсене Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе саламласа чечек парнелесе савăнтарнă.

- Манăн руль умĕнчи хăнăхăвăм пысăках мар-ха. Çавăнпа та уяв кунĕнче Патăрьелĕнче ГИБДД сотрудникĕсем чарăнма ыйтсан тỹрех "мĕнле йăнăш турăм-ши?" тесе шутласа илтĕм. Инспектор çурăмĕ хыçĕнче пытарнă тюльпана туртса кăларнă хыççăнах чунра ăшă туйăм вăранчĕ. Çапла вара çак кун мана гаишниксем пĕрремĕш чечек парнелекенсем пулчĕç,-кăмăлтан каласа парать районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр начальникĕ Анисия Воробьева.

Яндекс.Метрика