Ыр кăмăллăх акцийĕ, коронавирус тата ытти ыйту тавра

Категория: Публикации Опубликовано: 11.03.2022, 09:06 Просмотров: 717

Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатор залĕнче район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, район центрĕнчи организаци-предприяти, мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учреждени ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе анлă канашу иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ.

 Кун йĕркине кĕртнĕ çивĕч ыйтусенчен пĕри Луганскпа Донецк Халăх Республикисенчен тарса тухакансем валли гуманитари пулăшăвĕ парас тĕллевпе #МЫВМЕСТЕ (#ЭПИРПĔРЛЕ) проектпа килĕшỹллĕн районта йĕркеленĕ штаб ĕçĕ-хĕлĕ пулчĕ. Унпа район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова паллаштарчĕ:

- Юхмапа Пăла тăрăхĕ "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ проекта пысăк хастарлăхпа хутшăнать. Район çыннисем, ĕç коллективĕсем Луганскпа Донецк Халăх Республикисенчен тарса тухнисем валли пулăшма тĕрлĕ япала илсе килеççĕ. Чăн малтанах ырă пуçарăва власть органĕсен представителĕсем, депутатсем, вĕрентỹ тата ытти организацисем, фермер хуçалăхĕсемпе предпринимательсем тата ыттисем аякри тăвансене пулăшма хапăл турĕç. Ку таранччен районта пурăнакансен ыр кăмăллăхĕпе 160 пин тенкĕ укçа пуçтарăннă. Унсăр пуçне хуйхăпа инкеке пĕрле пайлас текенсем Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта вырнаçнă гуманитари пулăшăвĕн центрне (Патăрьел ялĕ, Ленин проспектчĕ, 16-мĕш çурт, 110-мĕш пỹлĕм) аслисемпе ачасем валли куллен кирлĕ тавар, пĕчĕккисем валли пăсăлман апат-çимĕç, кĕнекесем, канцеляри таварĕсем тата ыттине те кỹр- се килнĕ. Ыр кăмăллăх акцийĕмалалла та пырать.

 Çынна ырă туни, алă тăсса пулăшни харама каймасть. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕсенче, ĕç коллективĕсенче çак ĕçе тата ытларах сармаллине, ыр кăмăллăх акцине фермер хуçалăхĕсене, предпринимательсене хастартарах хутшăнмаллине каларĕ.

Чир çухалман, унтан асăрханма ан ман!

Паян çĕршыври лару-тăру коронавируса пĕтерсе хучĕ тесе шутлани тĕрĕс мар. Вăл ниçта та çухалман. Районти статистика çак усал чир кăштах лăпланнине кăтартса парать пулин те унтан асăрханмалли, профилактика тумалли йĕркесем çавăн пекех юлнă. Хăш-пĕр чарусене çеç çăмăллатнă. Анлă канашлура Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Светлана Петрянкина хальхи вăхăтра COVID-19 чирпе мĕнлерех лару-тăру пулнипе паллаштарчĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче юлашки вăхăтра коронавирус чирĕ чакса пынине, çав вăхăтрах пирĕн пата килсе ернĕ инфекци ниçта та çухалманнине, малашне вăл сезонлă чирсен шутне кĕме пултарнине те палăртрĕ.

 Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта ОРВИпе 1719 çын чирлесе ирттернĕ, кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 4 хут пысăкрах. Вĕсенчен çуррине яхăн, е 43 проценчĕ 17 çул тултарман ачасем. Февралĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 3-мĕшĕччен 74ăн чирленине шута илнĕ.

 Роспотребнадзор ĕçченĕ районта кăçал ỹпке пневмонийĕпе чирлекенсем икĕ хут нумайланнине те палăртрĕ. Икĕ уйăхра çакнашкал 96 тĕслĕхе шута илнĕ. Иртнĕ эрнере вăл 3,3 хут чакни сисĕнет, 13 тĕслĕх çеç пулнă. Çав вăхăтрах январь-февральте коронавируспа 147ĕн чирленĕ, вĕсенчен 109-шĕ - ачасем. Юлашки вăхăтра çеç тухтăрсен 1-2 çулхи тăватă пепкене çак усал чиртен сиплеме тивнĕ. Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан Патăрьелпе Туçара 6-шар, Çĕньялпа Шăнкăртамра 5-шер, Турханпа Шăхачра 2-шер тĕслĕх пулнă.

 Коронавирус вăхăтлăха лăпланнă пулин те, унăн вирусĕ çухалман. Светлана Петрянкина прогноз тăрăх малашне вăл çынсене сезонлă тапхăрта аптратма пултарнине, прививкăна та çав вăхăтра тумаллине каларĕ. Çапах та пирĕн районта та усал амакран сыхă пулмаллине, малашне те маска режимне пăхăнмаллине, дезинфекци хатĕрĕпе усă курмаллине, çав вăхăтрах вакцина тумаллине (уйрăмах чире хăвăрт парăнакан 60 çултан аслăраххисен) асрах тытмаллине манмалла мар. Тухтăр коронавируспа вилекенсенчен ытларахăшĕ шăпах прививка тутарманнине те палăртрĕ.

Социаллă контракт - сахал тупăшлă граждансене пулăшмалли мел

Канашлура районти халăха социаллă хỹтлĕх кỹрекен уйрăм начальникĕ Наталия Никитина сахал тупăшлă граждансен пурнăç условийĕсене çăмăллатас тĕллевпе социаллă контрактпа патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли йĕркепе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ăна тăватă сăлтавпа параççĕ: ĕç шырас тĕллевпе, предприниматель ĕçне уçма, хушма хуçалăха аталантарма, граждансене пурнăçри йывăр лару-тăрăва çăмăллатмалли мероприятисене пурнăçа кĕртме.

Наталия Петровна çак çăмăллăхпа кашни çынах усă курма пултарнине, ку ыйтăва татса пама социаллă хỹтлĕх пайĕ пулăшнине каларĕ.

Район юбилейĕ унăн хастарĕсемпе çыхăнĕ

 Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн кăçалхи çулталăк пысăк паллăпа çыхăннă. Патăрьел районĕ пуçланса кайни кĕркунне 95 çул пулать. Паллах, пĕлтерĕшлĕ юбилей сарăмсăр иртмĕ. Район администрацийĕн ĕçсен управляющийĕ-организаципе тĕрĕслев тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Алина Ильина юбилей тĕлне районти депутатсен Пухăвĕ çирĕплетнĕ "Патăрьел районне йĕркеленĕренпе 95 çул" медаль хатĕрлени, район пурнăçне, унăн аталанăвне тỹрĕ чунпа хутшăннă, пысăк тỹпе хывнă, çамрăксене ăс-хакăл тата патриотла воспитани парас ĕçре тăрăшнă хастарсем пирки çак чыса тивĕçме кашни ял тăрăхĕнченех ыйтса çырнисем (ходатайство) хатĕрлеме сĕнчĕ.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика