Патшалăх тăрăшать - пирĕн усă курмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 11.03.2022, 09:07 Просмотров: 774

2020 çултанпа республикăри сахал тупăшлă çемьесене патшалăх социаллă пулăшу пама пуçланă. Çакă çынсен пурнăç шайне лайăхлатассипе çыхăннă.

 Социаллă пулăшăва социаллă контрактпа килĕшỹллĕн ĕç шыракансем, уйрăм предпринимательлĕхпе ĕçлес текенсем, хушма хуçалăха ертсе пыракансем тата пурнăçра йывăрлăхсене çĕнтерме йĕркелекен мероприятисене валли илме пулать. Паян хушма хуçалăха валли тивĕçекен çăмăллăхсем пирки чарăнса тăрăпăр. Вĕсем пирки тĕплĕнрех районти социаллă хỹт- лĕх пайĕн начальникĕ Наталия Никитина ăнлантарса пачĕ:

 - Уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансен патшалăхран пулăшу илес тесен чи малтанах пирĕн пата килсе сахал тупăшлă çемье пулнине çирĕплетмелле, унтан вара эпир вĕсемпе социаллă контракт çыратпăр. Пĕр хутчен тивĕçекен укçана выльăх апачĕ, акмалли-лартмалли вăрлăх, чăх-чĕп, вĕлле хурчĕ, ĕне-выльăх е сурăх-качака, удобрени, ял хуçалăх техники тата ытти хăш-пĕр япалана туянма параççĕ. Пулăшу хисепĕ 100000 тенкĕпе танлашать.

 Ку укçапа çывăх çынсенчен, тăвансенчен, асатте-асаннерен, мăшăртан, ачасенчен (усрава илнисенчен те) пурлăх туянма май çук. Çавăн пекех патшалăх панă пулăшупа илнĕ япаласене виçĕ çул сутма, парнелеме, арендăна пама, улăштарма, пая хывма юрамасть.

Социаллă контракт çырнă çынсен хăй тĕллĕн ĕçлекен пулса федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн 36 уйăхран кая мар вăй хумалла.

 2021 çулта пирĕн районтан икĕ хушма хуçалăх пулăшăва тивĕçрĕ. Пĕрисем ĕне-выльăх, теприсем вĕлле хурчĕсем туянчĕç. Кăçал 157 социаллă контракт çырма палăртнă, унтан 54-шĕ шăпах хушма хуçалăхпа пурăнакансем валли.

 Çавăн пекех фермер хуçалăхĕ е хăйсен ĕçне йĕркелес текенсене те патшалăх 250 пин тенкĕ таран субсиди парать. Ку укçапа малтанхи утăмсене тума кирлĕ хатĕрсене туянма, пурлăхпа производство запасĕсене пуянлатма май пур. Панă хисепĕн 15 проценчĕ таран пỹлĕме арендăна илнĕшĕн е ăна туяннăшăн тỹленĕ çĕрте, 5 проценчĕ таран индивидуаллă предприниматель е налука налук тỹлекен пек шута тăрса тăкакланнăшăн усă курма юрать.

О. ПАВЛОВА

Яндекс.Метрика