Йывăр чух алă тăсни сăваплă

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2022, 08:36 Просмотров: 741

Донецк тата Луганск Халăх Республикисенчен Чăваш Ене тарса килнисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас тĕллевпе йĕркеленĕ ыр кăмăллăх акцине пуçарнăранпа шутлă кунсем çеç пулин те  Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен тиевлĕ иккĕмĕш машина Шупашкара çула тухрĕ.

Унта çынсене кирлĕ япаласем — апат-çимĕç, таса шыв, канцтаварсем, ача-пăча япалисем, теттесем, дезинфекци тумалли, куллен усă курмалли хатĕр-хĕтĕр.  Тĕслĕхрен, сăваплă ĕçе хутшăнса Патăрьел ял тăрăхĕн администрацийĕ 120 мăшăр атă-пушмак, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул коллективĕ 8 электрочайник, 2 мультиварка, 2 микроволновка, 10 утюг, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул коллективĕ 8 электрочайник тата ытти япала, уйрăм предприниматель, потребкоопераци ветеранĕ Елизавета Быкова 175 куртка тата ачасем валли 177 калпак, Турханти Геннадий Самарин утарçă 30 килограмм ытла пыл илсе килнĕ район центрĕнчи бизнес-инкубаторта вырнаçнă гуманитари пулăшăвĕн центрне. Çавăн пекех Решид Санзяпов фермер хуçалăхĕ тата СССППК «Барракат» коллективĕсем хăйсем кăларакан продукципе _ тушенкăпа _ тивĕçтернĕ. Эпир те, «Авангард» хаçат ĕçченĕсем,  канцтаварсем леçрĕмĕр. Пĕр сăмахпа каласан, кашниех çак кунсенче ыр кăмăллăх акцине хутшăнма тăрăшать.

Аса илтеретпĕр: гуманитари пулăшăвĕ пухакан центр Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта (Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 16-мĕш çурт, 110-мĕш пÿлĕм) вырнаçнă. Хĕрÿ лини телефонĕсем — 6-10-59, 6-20-06.

Ыр кăмăллăх акцине хутшăнакансем гигиена хатĕрĕсем, вырăн таврашĕ, йăлари техника, пĕр хутчен усă курмалли савăт-сапа, апат-çимӗҫ, канцтаварсем тата ытти япала илсе килме пултараççĕ.

А. Иванов

Яндекс.Метрика