Виççĕмĕш пепкене алла илекенсем ытларах

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2022, 09:16 Просмотров: 748

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче кăçалхи икĕ уйăхра 24 çемьене "çĕнĕ кайăк" хутшăннă. Çут тĕнчене килнĕ пепкесенчен ытларахăшĕ хĕр ачасем. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче сакăр мăшăра пуçласа çемьене йыш хушнă ятпа саламланă. Тăватă ашшĕпе амăшĕ вара çак сăлтавпа иккĕмĕш хут савăнăçа çывăх çыннисемпе пайланă.

Виççĕмĕш хут "аист" вĕçсе килнĕ тĕслĕхсем те пур. Мăшăрлану керменĕн специалисчĕсем вун пĕр çемьене çак ятпа, пĕрне тăваттăмĕш ача çуралнă сăлтавпа саламласа телей те пысăк юрату суннă. Асăннă тапхăрта 21 мăшăр çемье çавăрнă (пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 3 тĕслĕх сахалтарах), саккăрăшĕ уйрăлнă (2 тĕслĕх нумайрах).

Яндекс.Метрика