Усăллă ĕç тăваççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2022, 09:31 Просмотров: 712

Çынна ырă туни нихăçан та çĕре ỹкмест, ырăпах каялла таврăнать, теççĕ. Чун хушнипе сăваплă ĕç тăвакансен пурнăçĕ те ăнса пырать. Вĕсенчен ытларахăшĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Кĕçĕн Арапуçĕнче те ырă ĕç тăвассине мала хуракансем сахал мар. Акă, Иванкинсене илер. Андрей кил умĕнчен пуçласа хырлăха çитичченхи сукмака (100-200 метр) юр ларсан тасатса тăма пикенет те мĕн çуркуннеччен тирпейлĕ тытса тăрать. Унпа почтăна, перекет кассине электричествăпа, газпа усă курнăшăн тỹлеме çỹрекенсем те утса савăнаççĕ.

Кăçал юрĕ çусах тăчĕ. Вовăпа Андрей вара сĕтĕрсе тасатмалли тĕрткĕç те хатĕрлерĕç. Унпа усă курса хупланса кайнă йĕлтĕр йĕрне тасатрĕç. Ĕçе пĕр хутчен пурнăçланипех хĕл каçа çырлахма çук-çке. Тепринче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Буран" снегоходпа пулăшу кỹчĕ.

Ырă ĕç тăвассипе кĕмĕл çỹçлĕ Н.Григорьев волонтер та харсăр. Вăл В.Маркиданов ячĕпе хисепленекен йĕлтĕр трассине чупма чăрмантаракан хыр лăсси-туратĕнчен, çилпе вĕçсе килнĕ çỹп-çапран тасатсах тăрать. Пĕлтĕр КамАЗ автомашинăпа илсе килсе тăкнă тăпрана тикĕслесе сапалама та явăçрĕ. 70 çултан иртнĕ спорт ветеранĕ,федерацин Атăлçи округĕн призерĕ хăй те ăмăртусене тăтăш хутшăнать.

Кĕçĕн Арапуçĕнчи Пушкинпа Октябрьски урамĕсене çыхăнтаракан тăкăрлăка Владимир Кудряшов пенсионерпа Андрей Хитров тасатса тăраççĕ.

 В. БАЗМАНКИН, спорт ветеранĕ

Яндекс.Метрика