Ветерансем паян та хастар

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2022, 09:31 Просмотров: 772

Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта АПК ветеранĕсен районти канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, АПК ветеранĕсен Чăваш Республикинчи канашĕн председателĕ Александр Самылкин хутшăннă.

Муниципалитет ертỹçи Рудольф Селиванов сăмах илнĕ май кăçалхи тĕллевсемпе, çур акие хатĕрленесси еплерех пынипе паллаштарнă. Çавăн пекех вăл агропромышленность ветеранĕсене районăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăннăшăн, пуçарулăх кăтартнăшăн, хăйсен ĕç опычĕпе ыттисене паллаштарнăшăн тав тунă. Активистсене, юбилярсене Тав çырăвĕпе парнесем панă.

АПК ветеранĕсен районти 2020-2021 çулсенчи ĕç-хĕлĕпе АПК ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Минегали Хафизов паллаштарнă.

Ларура АПК ветеранĕсем районти канашĕн председателĕ пулма пĕр саслăн Минегали Хафизовах шаннă, заместитель ĕçне те Тальгат Шакуровах пурнăçлать. Районти Ветерансен канашĕн пĕрлешĕвĕн президиумне Минегали Хафизова, Тальгат Шакурова, Галина Ивановăна, Николай Селиванова, Валерий Салмина, республикăри АПК ветеранĕсен канашĕ март уйăхĕнче ирттерекен конференцие кайма Тальгат Шакурова, Николай Селиванова, Галина Ивановăна, Николай Михайлова, Анатолий Самакина, Петр Кузнецова суйланă. Çавăн пекех АПК ветеранĕсен районти канашĕн Хисеп грамотин йĕркине çирĕплетнĕ.

Рудольф Селиванов тата Александр Самылкин ветерансене район, республика аталанăвĕшĕн малашне те тăрăшса ĕçлеме çирĕп сывлăх суннă.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика