Ринас Садаров - тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2022, 09:32 Просмотров: 706

РАÇÇЕЙ Федерацийĕн спорт министерствин 2022 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнчи приказĕпе килĕшỹллĕн Шăнкăртамри Ринас Садарова "Тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ" хисеплĕ ят панă. Иртнĕ çул вăл "Раççей спорт мастерĕ" ята тивĕçнĕччĕ. Спортсмен кĕрешỹ помосчĕ çинче 10 çул ытла. Вăл виçĕ хутчен Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, нумай хутчен çĕршыв шайĕнчи турнирсен, тĕнче шайĕнчи ăмăртусен çĕнтерỹçи, районти "Акатуй-Сабантуйра" кĕрешес енĕпе пĕрре мар абсолютлă "Паттăр" пулнă тата ытти те. Унăн пĕрремĕш тренерĕ - Чăваш Республикинчи "Корэш" федерацийĕн президенчĕ Ферит Чабатов.

Яндекс.Метрика