Александр Верликов - Первомайски ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.03.2022, 12:01 Просмотров: 629

ПЕРВОМАЙСКИНЧЕ пурăнакан вăрçă ачине Александр Степанович Верликова çак тăрăхра пурăнакансем чылайăшĕ паллаççĕ, вăл ялта хисеплĕ те сумлă çын пулнине те пĕлеççĕ. Ĕç ветеранĕ ĕмĕр тăршшĕпех "Рассвет" колхозра вăй хунă. Маларах - водительте, каярахпа комплекслă бригада бригадирĕнче тăрăшнă. С. Верликов общество пурнăçне те хастар хутшăннă, икĕ хутчен районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ те пулнă. Сывлăхĕ хавшанипе вăл паян тухсах çỹреймест.

Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче унăн пархатарлă та ырă ĕçĕсене хак парса сумлă лару-тăрура ĕç ветеранĕн кăкăрĕ çине "Первомайски ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ" хăйăва çакса яни - вăл утса тухнă кун-çула хак паниех. Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Федоров, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Н. Романов, Первомайски ял тăрăхĕн депутачĕ В. Верликов Александр Степановича ырă та пархатарлă ĕçшĕн тав тунă, малашнехи пурнăçра сывлăх суннă.

Яндекс.Метрика