Мартăн 30-мĕшĕнче Шăнкăртамра прихутсен имамĕсемпе, вырсарни шкулĕсен прихучĕсен ертỹçисемпе, общественность, власть, право хуралĕн органĕсен, çамрăксен организацийĕсен представителĕсемпе çавра сĕтел йĕркелерĕç. Унăн теми: "Исламăн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет вăй-хăвачĕ - Раççей обществин пĕрлĕхне Украинăри ятарлă çар операцийĕ ирттермелли условисенче çирĕплетмелли фактор".
Çавра сĕтелĕн модераторĕ - Чăваш Республикинчи мăсăльмансен Тĕн управленийĕн председателĕ, Чăваш Республикинчи Общество палатин, Патăрьел районĕнчи Общество канашĕн членĕ Мансур хазрат Хайбуллов.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Виктор Львов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, медицина наукисен кандидачĕ, И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн психиатри тата медицина психологийĕн кафедрин доценчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп эксперт-наркологĕ, Чăваш Республикин Общество палатин председателĕн çумĕ Ирина Булыгина, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕсен министерствин тĕн пĕрлешĕвĕсемпе çыхăнса ĕçлекен сектор заведующийĕ Вадим Екунин, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, "ЖД-Транс" пĕрлешỹ генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Общество палатин членĕ Шарипжан Касанов, Патăрьелĕнчи Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков иерей тата ытти официаллă хăнасем хутшăнчĕç.
Çавра сĕтел хушшинчи калаçура пĕтĕмĕшле илсен хальхи вăхăтри çĕршывра тĕрлĕ конфессиллĕ тĕн çыннисем туслă, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнмаллине, власть представителĕсемпе тĕн организацийĕсем обществăра тĕрлĕрен усал ĕçсенчен, терроризмпа, экстремизмпа çыхăннă хăрушлăхран пĕрлехи вăйпа профилактика тумалли, çамрăксем хушшинчи ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хутшăнăвне кирлĕ пек тытса тăмалли, общество тăнăçлăхĕшĕн пĕрле тăрăшмалли пирки тата ытти ыйтупа та тухса калаçрĕç.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |