Çул çитмен кашни ача тимлĕхре ỹстĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 22.04.2022, 17:25 Просмотров: 329

ХАЛЬХИ вăхăтра районта йывăр пурнăç условийĕсенче 53 çемье шутра тăрать. Вĕсенче çул çитмен 133 ача çитĕнет. Районта çул çитмен ачасен шăпине, вĕсен килти пурнăç условине сăнаса, тĕрĕслесе тăракан профилактика субъекчĕсем тăтăшах çакнашкал çемьесенче пулаççĕ, ашшĕ-амăшĕпе профилактика калаçăвĕсем йĕркелеççĕ, ачасен аталанăвне, канăвне, пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăкланаççĕ тата ытти те. Çак кунсенче çеç çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен профилактика субъекчĕсем Алманчă, Кзыл-Чишма, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсенчи пилĕк çемьере пулнă, ачасен пурнăç условийĕпе паллашнă, кил-тĕрешре инкек-синкекрен, вут-кăвартан асăрханмалли пирки калаçу ирттернĕ.

Яндекс.Метрика