Пушарăн сăлтавĕ юрăхсăр электропăралук тесе шутлаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.04.2022, 17:26 Просмотров: 336

РАЙОНТИ пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ вырсарникун, апрелĕн 17-мĕшĕнче, ирхине 10 сехет хыççăн Патăрьелĕнчи шыв тасатакан сооруженинчи хуралçăсем ларакан пỹлĕмре пушар тухнă. Вăл вăхăтра кунта никам та пулман. Инспекторсем палăртнă тăрăх вут-кăвар инкекĕ электропăралукран пуçланнă теççĕ. Унăн сăлтавне пайăрлатас тĕллевпе специалистсем малалла ĕçлеççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çулталăк пуçланнăранпа 13 пушара шута илнĕ.

Иртнĕ çулхи çак вăхăтра районти "01" службăна инкек пирки 17 хыпар кĕнĕ.

Яндекс.Метрика