Видеокамера "кукăр алла" çийĕнчех тупма пулăшнă

Категория: Публикации Опубликовано: 22.04.2022, 17:42 Просмотров: 317

 ЮТ пурлăха куç хывакансем видеокамера пуррине пĕлсе тăрсах магазинсенчен эрех-сăра е ытти тавар йăтса тухса кайни район центрĕнче пĕрре мар пулнă. Аптекăри эмеле вăрлама май тупни пирки илтмен темелле. Пĕр пуçтах вара Патăрьел вĕçĕнчи фармацевтика учрежденийĕнчи салонта вырнаçтарнă уçă витринăран темиçе тĕрлĕ эмел те йăкăртса тухма май тупнă. Вăл шутра мухмăртан ĕçекеннине те. Апăршан çав тери пуçĕ ыратнă-ши? Аптека администраторĕ çак пăтăрмаха вăхăтра сиснĕ, полици сотрудникĕсене "кукăр аллăн" йĕрĕ çине çийĕнчех ỹкме пулăшнă. Темиçе хутчен те суд сакки çине ларнă арçын кунпа çеç лăпланман иккен. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн полици майорĕ Екатерина Самаркина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх çакскер аптекăран тухсан алăкне питĕрмен автомашинăран темиçе пин тенкĕ укçа та йăкăртма ĕлкĕрнĕ. Унăн йĕрĕпе пынă йĕрке хуралĕсем вăрă-хураха çийĕнчех тытнă. Халĕ каллех унăн суд сакки çине ларма тивĕ

Яндекс.Метрика