Ĕмĕр пурăн, тăван чĕлхемĕр!

Категория: Публикации Опубликовано: 22.04.2022, 17:50 Просмотров: 314

Республикăра та, районта та чăваш чĕлхин эрнине халалласа тĕрлĕрен мероприяти иртрĕ. Акă, Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен "Чĕлхене упрани _ халăх пуласлăхĕн никĕсĕ" темăпа регионсем шайĕнчи конференци иртрĕ.

Унта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен районти вĕрентỹ управленийĕн методисчĕ Е. Перепелкина, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн, Чăваш наци конгрессĕн Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн ертỹçи С. Кулакова, Сăкăтри вăтам шкулти Е. Анюрова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Н. Путякова вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Сумлă пуху Иван Яковлев Халалĕн "Вĕренсе çутăлма..." сыпăкĕпе уçăлчĕ. Тĕрлĕ регионти шкултан пуçтарăннă вĕрентекенсем чăваш чĕлхин пуласлăхĕ, аталанăвĕ, ЧНК Президенчĕ Валерий Клементьев хамăрăн илемлĕ чĕлхемĕре упраса пурăнассишĕн пурин те тăрăшмалли пирки сăмах хускатрĕç.

Çав тĕллевпех конференцире чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацине йĕркелерĕç, ертỹçи пулма Чăваш Республикин хисеплĕ вĕрентекенне Геронтий Никифорова шанчĕç.

 Конференцие хутшăнакансем çичĕ секципе ĕçлерĕç, ăсталăх урокĕсем иртрĕç. Çак кунсенчех Шупашкар тăрăхĕнчи Кĕçĕн Сĕнтĕр ялĕнче Чăваш наци конгресĕн çамрăксен форумĕ иртрĕ. Унта та Патăрьел çамрăкĕсем хастар хутшăнчĕç.

С. КУЛАКОВА

Яндекс.Метрика