Инкекрисене пулăшни - сăвап Районти ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем

Категория: Публикации Опубликовано: 22.04.2022, 17:51 Просмотров: 308

Донецк тата Луганск Халăх Республикисенче пурăнакансене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерсех тăраççĕ. Нумай пулмасть "Корма", "Красное Знамя" хуçалăхсем тата Евгений Мартышкинпа Людмила Краснова фермерсем 1 тонна вăрлăх сухан ăсатнă.

- Донецк тата Луганск Республикисенче хирти ĕçсене вăхăтра пурнăçлама майĕ сахалтарах. Районти аграрниксем йывăрлăха лекнисен нушине айккинчен çеç пăхса тăрас темерĕç. Вĕсем пулăшас тĕллевпе кĕске тапхăрта инçет çула ăсатма вăрлăх сухан пухрĕç, - тет район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов.

Сăмах май, маларах Донбаса "Батыревский", "Исток", "Корма", "Труд", "Красное Знамя" хуçалăхсем, Валерий Кузнецов фермер 19 тонна макарон изделийĕсем янăччĕ. Ытти предприяти-организаци те май пур таран хăйĕн тỹпине хывать.

(Хамăр корр.)

Яндекс.Метрика