Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 22.04.2022, 17:53 Просмотров: 367

Ỹсĕмсем курăмлă

Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, январь-март уйăхĕсенче промышленность производстви 1,3 процент хушăннă. Ял хуçалăхĕнчи ỹсĕм чылай пысăкрах - 11 процент. Çав шутра аш-какай туса илесси 20 процент таранах пысăкланнă. Çавăн пекех пĕрремĕш кварталта пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси иртнĕ çулăн малтанхи виçĕ уйăхĕнчи шайран 1,5 хут пысăкланнă, 215 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Предпринимательлĕх те алă усмасть _ МСП субъекчĕсен йышĕ 68,6 пине çитнĕ. Çак шутра предпринимательсем - 44, 2 пине яхăн, хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем - 24 пин ытла çын. Уйăхри вăтам ĕç укçи 14,2 процент пысăкланнă - 35,5 пин тенкĕ.

Çамрăк лидерсене палăртасшăн

Çамрăксене карьера картлашкипе хăпарма пулăшас тĕллевпе республикăра "Çамрăк лидерсен команди" конкурс иртет. Унта 35 çула çитмен Раççей çыннисем хутшăнаяççĕ. Кун валли апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 9-мĕшĕччен lider.cap.ru сайтра электрон мелпе регистраци тухмалла.

Фермерсене вĕрентĕç

Раççей ял хуçалăх банкĕн "Фермер шкулĕ" проекчĕ вĕренекенсене виççĕмĕш хут пухать. Хальхинче вĕрентĕве "Çырла ỹстересси", "Сыр тăвассин хальхи технологийĕсем" тата "Аквакультурăн хальхи технологийĕсем" енсем йĕркелĕç. Конкурса хутшăнас текенсене аслă е вăтам професси пĕлĕвĕ пулни кирлĕ. Ĕçсене (эссе е презентаци) май уйăхĕн 10-мĕшĕччен Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электрон почтăпа йышăнĕç. Транспортпа кĕме чарнă Çĕнтерỹ парадне апрелĕн 20-мĕшĕнчех хатĕрленме тытăннă. Çавна май ирхи 6 сехетрен пуçласа репетици вĕçлениччен Шупашкарти Ленинград тата Дзержински урамĕсем хĕресленнĕ вырăнтан тытăнса Кооператив урамĕнчи çулсем хупăнĕç. Унта транспортпа кĕме май пулмĕ. История

Истори предметне - пĕрремĕш класран

Истори предметне малашне ачасене пĕрремĕш класранах вĕрентĕç. Кун пирки Раççей çут ĕç министрĕ Сергей Кравцов пĕлтернĕ. Сăмах май каласан, халиччен истори предметне шкулсенче пиллĕкмĕш класран вĕрентнĕ.

Тулли хăватпа ĕçлĕç

Кăçал ача-пăча лагерĕсем тулли хăватпа ĕçлĕç. Вĕсем пĕтĕмпе 36 пине яхăн ачана йышăнма хатĕр. Донбасран тăнăç пурнăç шыраса килнисен ачисем валли икĕ пине яхăн путевка уйăрĕç. "Лесная сказка" санаторие те çуллахи каникул тĕлне ачасем валли уйăрма пултарĕç. 2030 çул тĕлне федераци укçине усă курса ачасен кану вырăнĕсене юсаса çĕнетме тата хăрушсăрлăх тĕлĕшпе те пысăк ĕçсем тума палăртнă.

Курав уçăлнă

Апрелĕн 21-мĕшĕнче Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче Анатолий Кокель чăваш художникĕн "Пурнăç урапи" куравĕ уçăлнă. Культура мероприятине Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн тата Мухтавлă ентешсен çулталăкĕсене халалланă курава 100 яхăн ĕç тăратнă. Вĕсен йышĕнче хальхи вăхăтри çынсен портречĕсем, натюрмортсем, пейзажсем.

 

Яндекс.Метрика