Вĕрентекенсем юрра-ташша та ăста

Категория: Публикации Опубликовано: 22.04.2022, 17:54 Просмотров: 359

Сăкăт тата Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенчи культура çурчĕсенче районти вĕрентỹ ĕçченĕсен IV фестивалĕн зонăри тапхăрĕ иртрĕ. Ăна Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн тата Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен, Профсоюз культурин корпоративĕн çулталăкĕсене, Патăрьел районне йĕркеленĕренпе 95 çул çитсе пынине халалланă.

Вăл "Ăсталăхăн çĕнĕ тỹпемĕсем патне" ятпа иртрĕ. Ăна районти вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕ, профсоюз организацийĕ пуçарнине йĕркеленĕ.

Зонăри фестивале вĕрентỹ ĕçченĕсен 32 коллективĕ хутшăннă. Ташă-юрă ăстисене районти вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн ертỹçи Ирина Рубцова тата çак ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Леонид Черновпа Николай Раськин саламланă. Ирина Петровна фестивале çавăн пекех Украинăри çар операцийĕсене хутшăнса паттăрлăх кăтартакан салтаксене халалланине пĕлтернĕ. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси шăпах педагогсен тивĕçĕ пулнине палăртнă.

Вĕрентекенсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацире кăтартнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, Раççей, çуралнă тăрăх çинчен хунă юрăсем кăмăла каймалла янăранă. Мероприятие хутшăннисем дипломсене тивĕçнĕ.

Гала-концерт вара апрелĕн 27-мĕшĕнче "Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системи" учрежденийĕнче иртмелле. Унта чи лайăх номерсене тепĕр хут кăтартĕç.

А. ИВАНОВА

Яндекс.Метрика