Сыхлăх ялан кирлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.04.2022, 17:55 Просмотров: 390

Георгий Фомин, Чăваш Республикинчи çут çанталăк министерствин "Вăрман хуралĕ" хысна учрежденийĕн Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕн лесничийĕ:

- Çанталăк ăшăтнăçемĕн вăрманта е унăн таврашĕнче пушар тухас хăрушлăх ỹсет. Çавна май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи апрелĕн1-мĕшĕнчи 127-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн 2022 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче пушара хирĕç кĕрешмелли çирĕп режима çирĕплетнĕ. Вăл ăна улăштарас пирки уйрăм хушу пуличченех вăйра пулĕ.

Пушар тухасран пăхăнмалли çирĕп тапхăр вăхăтĕнче çамрăк хыр вăрманĕнче, çуннă, сиенленнĕ, торфлă, йывăç каснă хыççăн тасатман вырăнсенче, типĕ курăк лаптăкĕсенче, çавăн пекех йывăçсем айĕнче кăвайт чĕртме, кăмрăк хĕрỹлĕхĕпе тĕрлĕрен апат-çимĕç (вăл шутра шашлăк та) пĕçерме юрамасть. Çакă пĕтĕмпех вăрманта пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмалли йĕркепе çыхăннă.

Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 8.32 статйин 3 пайĕпе килĕшỹллĕн пушара хирĕç кĕрешмелли çирĕп режим вăхăтĕнче саккуна пăхăнман граждансене 4-5 пин тенкĕ, должноçрисене 20-40 пин тенкĕ, юридика пĕлтерĕшлисене вара 300-500 пин тенкĕ таран штраф параççĕ. Вăрман _ пирĕн пуянлăх. Çавăнпа та ăна чăн малтанах вут-кăвар сиенлесрен упрас, сыхлас, çамрăк йывăçсене аталанма пулăшас тĕллевпе пурин те яваплă пулмалла. Çакна та палăртса хăварасшăн. РФ Правительствин 2020 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнчи 2047 номерлĕ постановленийĕпе килĕшỹллĕн йывăç каснă, вăрманпа усă курнă производство каяшĕсене, ытти сиенлĕ япаласене пăрахса хăварма юрамасть. Йывăç каснă хыççăн лаптăка тирпейлени санитари йĕркине пăхăнмаллипех çыхăннă. РФ КоАПăн 8.31 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн ун пек граждансене 0,5 -1 пин тенкĕ, должноçрисене 1-2 пин тенкĕ, юридика пĕлтерĕшлисене 10-20 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ. Унсăр пуçне çут çанталăк пурлăхне сăтăр тăваканăн вăрмана кỹнĕ тăкакне те саплаштарма тивет.

Яндекс.Метрика