Самăрăлни - сывлăхшăн сиенлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.04.2022, 17:56 Просмотров: 378

Пысăк калориллĕ апат çини тата сахал хускану туни ỹт хушаслăха ỹстерет те ĕнтĕ. Тепĕр чухне сĕтел хушшине ларсан ытларах та çиме тăрăшатпăр. Кăмăл пăсăлнă е тарăхнă вăхăтра çăвара кавлемелли апат хуни те сахал мар пулать.

Виçесĕр самăрăлни сусăрланас е вилĕм патне илсе çитерес хăрушлăх та пур. Çакă аслă çулхисене çеç мар, çитĕннисемпе ачасене те шухăшлаттармаллах. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кăтартăвĕпе маларахри çулсенче 18 çулхи тата вĕсенчен аслăрах 1,9 миллиард çын ытларах ỹт хушни палăрнă.

Самăрăласси хĕрарăмсенче арçынсеннинчен палăрмаллах пысăк. Маларах палăртнă тăрăх 2030 çул тĕлне çĕр çинчи 3,3 миллиард çын (60 процент) ытларах ỹт хушнипе палăрĕ. Самăрăлни чĕрепе юн тымарĕсен, сахăр диабечĕн, пĕвер, депресси, бронх астми, онкологи, тромбоз, подагра чирĕсене аталантарма та пулăшма пултарать. Ача çуратайман хăрушлăх та палăрĕ.

 Ỹт-пỹ тулса пынине сиссен ваккăн тата сахалрах çиме тăрăшмалла. Çывăрас умĕн 4 сехет маларах апатланмалла. Рационта пăтă, пахча-çимĕç, улма-çырла ытларах пулмалла.

Васкавлă пĕçерекен апатсенчен пăрăнмалла. Эрех-сăрана та сивлеме тăрăшмалла.

Çыннăн кунне 40 минут васкавлă утмалла. Чĕре таппи çав вăхăтра минутра 100-120рен иртмелле мар.

Кашнийĕшĕ çирĕп кун йĕркине пăхăнса пырсан самăрланас çул çине тăмастăрах. Çакна тума вара çирĕплĕх кирлĕ.

А.САЛМИНА, районти тĕп больницăн эндокринолог врачĕ

Яндекс.Метрика