Пирĕн Ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 22.04.2022, 17:56 Просмотров: 355

Математик, физикăпа математика наукисен кандидачĕ, доцент, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн профессиллĕ пĕлĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Герасимович Волков (21.04.1947) 75 çул каялла Нăрваш Шăхалĕнче çуралнă.

Геннадий Волков - И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн выпускникĕ. Вăл çак аслă пĕлỹ çуртĕнчех математика анализĕн кафедринче аслă лаборантра, ассистентра, аслă преподавательте тăрăшнă. 1981 çултан Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институтĕнче аслă преподаватель (1981-1983), математика кафедрин доценчĕ (1983-2008), çав вăхăтрах суту-илỹпе экономикăн куçăмсăр (1985-1996) тата каçхи факультечĕн (1998-2008) деканĕ, математика тата экономикăн инструменталлă мелĕсен кафедрин доценчĕ (2008-2015), информаци технологийĕпе математика кафедрин заведующийĕ (2015-2016) пулса ĕçленĕ, 2016 çултанпа çак кафедрăн доценчĕ.

Ентеш 240 ытла наука тата вĕрентỹпе методика ĕçĕсен, пĕр монографи авторĕ. Унăн тĕп ĕçĕсем: "Математика в экономике (некоторые методы и модели)", "Экономика", "Математика: функциональные уравнения, их решения", "Математика: основы теории массового обслуживания" тата ыттисем те.

 ("Çулталăк кĕнекинчен")

Яндекс.Метрика