Ырă туни ырăпа таврăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 22.04.2022, 17:57 Просмотров: 341

Çитĕнекен ăру сывă пурнăç йĕркине тытса пыни чăннипех савăнтарать. Каччăсемпе хĕрсем спортăн тĕрлĕ енĕпе туслă.

Акă, Ыхра Çырминче пурăнакансем ирĕклĕ майпа кĕрешессине кăмăллаççĕ. Ку енĕпе вĕсен ятарлă тренерĕ те пур. И.Вахитов сахал мар призер хатĕрленĕ. РФ тава тивĕçлĕ учительне Гилачетдин Араева халалласа ирттернĕ ялти турнирта Ильдар Рифкатовича Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ А.Аксаков алă пусса çирĕплетнĕ Тав хутне Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ю.Богданов парса чыс туни те çакна çирĕплетет. Ăмăртура тренерĕн воспитанникĕсем Ю.Вахитов, Э.Зейнетдинов иккĕмĕш, И.Яббаров, И.Хайретдинов, Р.Салеев виççĕмĕш вырăнсене йышăнса савăнтарчĕç.

Кирек хăш ăмăрту та çĕнтерỹçĕсене хавхалантарнипе кăмăллă. Ун пек чухне ушкăн пулăшăвĕ курăмлă та сумлă. Çавна май эпир, Г.Араевăн çывăх тăванĕсем, турнира ирттерме пулăшу кỹнисене - Хусанти И.Шакирова, Ыхра Çырминчи Илшат, Рифат (Хусан), Айрат, Фиргать, Марат, Ильмир Вахитовсене, Рефис, Рестем, Ферит Зейнетдиновсене, Хирти Пикшикри М.Чебенева, Р.Закирова, И.Чаштанова, Р.Каштанова, И.Калмыкова, Хусанти М.Чемерова, А.Чабатова, А.Назмутдинова, И.Тазетдинова, Ыхра Çырминчи А.Бикмуллова, Ф.Хамидуллова, Марат, Айрат Азизовсене, Редиф, Рифкать Ахметовсене, Рестем, Рефис Яббаровсене, Ринат, Радик, Рустем Даутовсене, И.Сафиуллина, Р.Азмуханова, И.Басырова, Р.Хайрутдинова, И.Сабирзянова, А.Гайфина, Р.Хайретдинова, Ф.Алиуллова ,Шăнкăртамри М.Валеева, Р.Шакурова, И.Земдиханова, Ж.Шамсутдинова, Тутар Сăкăтĕнчи Р.Гайнуллова, Набережные Челны хулинчи Р.Садертдинова- чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. (935).

Яндекс.Метрика