Чи малтан мĕн акмалла?

Категория: Публикации Опубликовано: 22.04.2022, 17:58 Просмотров: 385

 Ака ĕçĕсем пахчара апрель уйăхĕн вĕçĕнче - май уйăхĕн пуçламăшĕнче тапранаççĕ. Анчах хăш-пĕр культурăна - сивĕрен тата температура вылянинчен хăраманнисене - маларах та акма юрать.

Салат 2 градус сивве те чăтăмлă. хăш-пĕр сорта хĕл валли те акса хăвараççĕ.

Укропа юр кайса пĕтнĕ хыççăнах акма юрать.

Петрушка юр айĕнче чиперех хĕл каçать. Кĕркунне акса хăварма май килмесен ăна çуркунне ир акма пулать.

Кишĕр те сивĕрен хăрамасть. Ăна юр кайса пĕтнĕ-пĕтменех акма юрать.

Кăшкар ути валли ятарлă лаптăк уйăрмалла. Вăл кашни çулах çĕнĕрен шăтса тухать. Хĕл валли акса хăварайман тăк - юр пĕтсенех акмалла.

Редиса март уйăхĕнче, енчен те юр выртмасан, акма пулать. Кашни икĕ эрнере çĕнĕрен аксан сĕтел çинчен çу каçиччен редис татăлмĕ.

Яндекс.Метрика