Шахматистсен команди пĕрремĕш вырăнта

Категория: Публикации Опубликовано: 02.05.2022, 07:32 Просмотров: 1194

ÇАК кунсенче Тутарстанри Пăва районĕнче арçынсем хушшинче шахматла выляса мала тухассишĕн уçă турнир иртнĕ. Унта ăмăрту хуçисемсĕр пуçне Ульяновск облаçĕнчи, Тутарстанри тата пирĕн районти ăста шахматистсем хутшăннă. Сăмах май каласан, юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче шашка-шахмат вăййипе кăсăкланакан спортсменсем ỹссех пыраççĕ, вĕсем районта иртекен кашни спорт ăмăртăвнех хастар хутшăнни те çакнах çирĕплетет. Çак турнирта та Патăрьел спортсменĕсен пĕрлештернĕ команди çивĕч кĕрешỹре пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Унăн чысне Рифкать Сафиуллов, Владимир Суйманов, Николай Федоров тата Анатолий Тинюков хỹтĕленĕ.

 Уйрăм кăтартупа шахматистсем хушшинче мала тухассишĕн пынă тупăшура А. Тинюков иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика