Хут документсем вырăнне - электронлисем

Категория: Публикации Опубликовано: 02.05.2022, 07:37 Просмотров: 1274

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Чăваш патшалăх аграри университечĕн базинче муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе тата ял хуçалăх кĕнекине электрон мелĕпе тытса пырассишĕн яваплă специалистсемпе канашлу ирттернĕ. Мероприятие Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата унăн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов хутшăннă.

 "Агросервис" пĕрлешỹри Александр Еньшин "РегАгро" автоматизациленĕ системăра выльăх-чĕрлĕхе регистрацилемелли тата шута илмелли майсемпе паллаштарнă. Сăмах май, "РегАгро" автоматизациленĕ системăна хамăр çĕршывра шухăшласа кăларнă программа, мобильлĕ приложени пулăшу системипе усă курса выльăхсене регистрацилеме, шута илме тата электрон е пичет майĕпе кирлĕ документацие илме май парать.

 - Электронлă хуçалăх кĕнеки вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ял хуçалăх учетне автоматизацилеме, уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансемпе çыхăннă информацие регистрацилеме тата хатĕрлеме, çакă оперативлă тата вăхăтлă йышăну тума май парать, - тенĕ министр.

 О. БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика