Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 02.05.2022, 07:41 Просмотров: 1434

Пĕтĕм Раççей тĕрлет

Раççейĕн тĕрленĕ карттипе халăха июнĕн 12-мĕшĕнче паллаштарĕç. Карттăна тĕрлеме çĕршывăн кашни регионĕ хутшăнать. Пысăк карттăн уйрăм пайĕсенчен нумайăшĕ хатĕр - çичĕ теçеткене яхăн субъект хăйсен регионĕн карттине тĕрлесе ярса панă. Пысăк карттăна пĕрлешмелли пайсене çĕлесе сыпăнтармашкăн "Паха тĕрĕ" фабрикăна шаннă.

Продукцие сутма майсем çителĕклĕ

Чăваш Ен кирлĕ апат-çимĕçпе хăйне хăй туллин тивĕçтерет. Аш-какайпа пахча çимĕç çителĕклĕ, çĕр улми, сĕт ытларах та. Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакне тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварма ял хуçалăх ярмăрккисем те пулăшаççĕ. Кăçал çавăн пекех агромаркет уçăлмалла. Çĕр çинче тăрăшакансен продукцине сутма майсем çителĕклĕ пулмалла.

Сахăр дефицичĕ пулмалла маар

 Çак продукцие çулталăкне Раççей çыннисене кирлинчен ытларах та туса илеççĕ. Курттăммăн туянакансем нумайланнăран ăна турттарма тăкак хисепĕ ỹснĕрен лавккасенче те вăл хакланнă. Чăнах та хаксене тишкерсех тăраççĕ, паянхи куна сентресем çинче сахăр çителĕкĕлĕ.

Санкцисем хăратаймĕç

 Санкцисене пула предприятисем йывăрлăха лекнĕрен виçĕ пин ытла çын ĕçсĕр тăрса юлма пултарать. Лару-тăру ку енне улшăнас пулсан пулăшу кỹмелли майсем шутласа хунă. Обществăлла ĕçе пурнăçлакансене пĕрлешỹ шалу панипе пĕрлех патшалăх енчен те хушма тĕрев пулĕ. Çĕнĕ специальноçе укçасăрах алла илме май туса парĕç. Производство чарăннăран ĕçсĕр юлнисене тỹрремĕн укçан пулăшу кỹмелли май та палăртнă. Пĕтĕмĕшле паянхи куна вакансисен шучĕ республикăра сахал мар. Пилĕк пин ытла организацинче 14 пин ытла ĕç вырăнĕ пур.

Çăкăр пĕçерекенсене - субсиди

Чăваш Енре çăкăр пĕçерекен предприятисене субсидипе тивĕçтерме Раççей Правительстви 45 млн тенкĕ укçа уйăрнă. Çăнăхран продукци хатĕрлекенсене патшалăх пулăшăвĕ пани çăкăр е чустаран пĕçернĕ ытти продукци хакне тытса тăма май парать. Пĕлтĕр çак субсидие республикăри 21 пĕрлешỹ илме пултарнă.

177 шкул çĕнелĕ

 Пилĕк çулта республикăри 50 процент ытла юхăннă 177 шкул çĕнелĕ. Шкул çурчĕсене юсанипе, картишĕсене хăтлăлатнипе пĕрлех сĕтел-пукана, учебниксене улăштарас, педагогсен пĕлĕвне ỹстерес ыйтусене те шута илме палăртнă. Юсанă хыççăн çĕнелнĕ шкулсем ялсен аталанăвĕн вырăнĕсем пулса тăмалла. Кăçал юсама палăртнă хăш-пĕр шкулта апрелĕн 1-мĕшĕ хыççăн ĕçсем пуçланнă та ĕнтĕ. Тепĕр пайне строительсем июнь уйăхĕнче пуçăнĕç. Паллах, юсав вĕренĕве чăрмантарать. Çавăнпа строительсем ĕçленĕ вăхăтра ачасен çывăхра вырнаçнă ялсенчи шкулсене çỹреме тивĕ.

Хăмлаçăсем вĕренеççĕ

Раççейри хăмлаçăсем пирĕн республикăра ăсталăхне ỹстереççĕ. Вĕсем Чăваш Енри предприятисем "симĕс ылтăн" ỹс- тернине тĕслĕх вырăнне илсе хăйсем патĕнче çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртесшĕн. Алтай, Воронеж, Мускав, Тамбов, Курск тăрăхĕнчи специалистсем пирĕн республикăри ял хуçалăх предприятийĕсене çитсе производствăпа паллашнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика