Акана тухма хатĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 02.05.2022, 07:42 Просмотров: 1157

Аслăрах çулхисем те кăçалхи пек çĕрпỹ 3-4 кун тухнине курман, теççĕ. Çĕр çийĕн пăс хăпарни ака-сухана çывăх вăхăтра тухмаллине, туса çитерменнисене вĕçлемеллине систерет. Районта çулленех тенĕ пек пĕрчĕллĕ культурăсене никĕсе хывма Сăкăтри "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕ чи малтан пуçăнать. Кăçал та кунта паян тесен паян хире тухма хатĕр.

 - Çурхи ĕçсене арендăна панă çĕр пайĕсемпе пĕрле 1650 гектарта пурнăçламалла. Палăртнă тăрăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 900 гектар, çĕр улми - 100, силос валли куккурус - 180, куккурус вăрлăхлăх - 60, сухан вăрлăхĕ 25 гектар йышăнмалла. Çавăн пекех нумай çул ỹсекен курăксем 400 гектар пур, кĕрхи культурăсене иртнĕ çул типĕ килнине шута илсе 130 гектар кăна акса хăварнăччĕ, вĕсем лайăх хĕл каçнă, - терĕ хуçалăха чылай çул ертсе пыракан Петр Никифоров.

"Красное Знамя" ЯХПК Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи лайăх аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Тыр-пул, çĕр улми тата ытти культурăсен те тухăçĕсем савăнтараççĕ. Кĕрхи кун кĕлтеллĕ пултăр тесе вăрлăха çĕнетсех тăраççĕ. Кăçал та туллăн, урпан суперэлита вăрлăхĕсене туяннă. Паян-ыран çĕр улмин килсе çитмелле. Çавăн пекех акнă-лартнă культурăсене апатлантарма, тăпра пулăхлăхне ỹстерме минераллă удобрени туяннă. Гербицид та хатĕрлеме пикеннĕ.

 Самана таппипе тан утма тăрăшса тата туяннă техникăн 40 процентне патшалăх субсидиленине шута илсе хуçалăхра тракторпа машина паркне чылай çĕнетнĕ. Петр Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулта 22 единица ял хуçалăх техники туяннă. Вĕсен шутне К-707 маркăллă икĕ "хурçă ута", тырă выракан комбайна, силос хатĕрленĕ çĕрте усă куракан комбайна тата кăкарса çỹремелли хатĕрсене кĕртмелле. Çулталăк пуçланнăранпа тата погрузчик, прицеп хутшăннă. Çывăх вăхăтра утă çулаканни (самоходная косилка) килмелле, укçине тỹлесе хунă.

- Кадрсем çитеççĕ, акана кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме условисем пур, - тесе пĕлтерчĕ Петр Никифоров.

 Ỹсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсене хуçалăхра пĕр пек аталантарса пыма тăрăшаççĕ. Куллен хуçалăх кассине сĕтрен укçа кĕнине шута илсе ĕнесен шутне ỹстерме тĕллев лартнă. Паяна вара сăвăнаканнисем 310 пуç, пĕтĕмĕшле ĕне-выльăх йышĕ 870е яхăн. 2021 çулта аш-какай туса илесси, сĕт сăвасси маларахри çултинчен чылай пысăкрах пулнине палăртма кăмăллă.

 Хуçалăхри çитĕнỹсем пĕр çын тăрăшнипе çеç пулмаççĕ, пĕрлехи вăйпа кăна йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулать. Çакна Петр Николаевич хуть хăçан та çирĕплетме хатĕр. Тĕп специалистсем пурри, вĕсем хăйсене шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлани хуçалăхра пысăк пĕлтерĕшлĕ.

- Эпĕ пĕччен пур çĕре те ĕлкĕрейместĕп тата пурне те пĕлейместĕп, çавăнпа та агроном та, инженер та, зоотехник та, ветеринар та, пĕрлех ытти специалистсем те кирлех, - тет вăл. Сăмах май, ертỹçĕне куллен тенĕ пекех фермăра та, паркра та, çулларан пуçласа кĕркуннеччен хирте те курма пулать, çавăнпа та ăçта мĕнле çитменлĕх тата йывăрлăх пуррине лайăх пĕлет.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика