Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ăмăртнă

Категория: Публикации Опубликовано: 02.05.2022, 07:46 Просмотров: 1158

Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче Хирти Пикшикре çуралса ỹснĕ, Ыхра Çырминчи шкулта чылай çул физкультура тата çар ĕçне вĕрентекен пулса тăрăшнă РФ тава тивĕçлĕ учительне Г. Араева асра тытса ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ăмăрту иртнĕ. Турнир каччăсен - 12, хĕрсен пилĕк виçе категорийĕпе пулнă.

 Ăмăртăва уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство тата обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕн çумĕ Анатолий Афанасьев, Ыхра Çырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Фениль Алиуллов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, спорт ветеранĕ Мевлет Зейнетдинов, Г. Араев тăванĕсем хутшăннă.

 Ăмăртăва çулленех 100 ытла спортсмен килет, кăçал та 12 шкултан 130 вĕренекен çитнĕ.

Пур виçе категорийĕнчи çĕнтерỹçĕсене дипломсем, асăнмалăх парнесем панă.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика