Пирĕн урам тăвалла

Категория: Публикации Опубликовано: 02.05.2022, 07:49 Просмотров: 1242

 Ю ИСАЕВ Ачалăх тĕнчи çынна хăйĕн тыткăнăнчен нихăçан та вĕçертмест. Пĕрле ỹснĕ юлташсемпе тĕл пулсан яланах вара "Асра тытатăн-и çавна?" е тата "Ас тăватăн-и, çавăн чухне çавăн пек ĕç тунăччĕ", - тесе кăштах пĕр-пĕрне ыррăн йĕплесе илсе калаçăва малалла шутаратăн.

Çак пĕчĕк аса илỹре эпĕ хамăр çĕнĕ кас ачисем пирки кăштах аса илесшĕн.

Çĕнĕ кас XX ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче пуçланса кайнă. Хăй вăхăтĕнче Нăрваш Шăхаль ялĕпе Вăрманхĕрри Шăхальне çыхăнтарса пĕрлештерекен урам пулмалла пулнă курăнать. Кас валли хĕсĕк вырăн лекнĕ. Пĕр енче колхоз çĕрĕсем пулнă, тепĕр енче - хăваллă тарăнах мар çырма. Урам сарлакăшĕ те анлă пулман. Ас тăватăп, çу вăхăтĕнче атте-анне пире, ачасене, час-часах кас çыннисем патне çурт тунĕ çĕре нимене яратчĕ. Эпир вара, шĕвĕрккесем, кирпĕч йăтаттăмăр, раствор çăраттăмăр… Халĕ ĕнтĕ киле стройкăран халтан кайса килни çеç асра. Эпир, ачасем, аслă çынсен хутшăнăвĕн тĕрлĕ вак-тĕвекне асăрхама пĕлместĕмĕр. Çавăнпа пирĕншĕн кас халăхĕн пурнăçĕ пĕр çемьери пек туслă туйăнатчĕ. Вăл тапхăрта ача йышлăччĕ. Урамĕ ытла вăрăм пулмасан та, кил шучĕ нумаях мар пулин те хамăр вăхăтри ача ушкăнĕсем виççе-тăватта çитетчĕç. Пĕр ушкăн тепринпе пĕрлешсе виççĕмĕш ушкăнпа çапăçма кайни те пулнă. Унашкал пулăм, паллах, ачасен ушкăнăсен "штабĕ" ăçта вырнаçнинчен килетчĕ, аялтисем, çỹлтисем тата эпир, кас варринче пурăнакан ачасем, варринчисем йышлăрах ушкăн пулнă май хĕрринчисем ирĕксĕрех варринчисемпе пĕрлешме тăрăшатчĕç.

Пире спортпа туслаштаракан çын Ăсан Миккуль тетен ывăлĕ Саша Ягуповчĕ. Вăл арăмĕпе пĕрле шкулта ĕçлетчĕ. Шел, çамрăклах мăшăрĕпе иккĕшĕ те çул çинче аварие лексе çĕре кĕчĕç.

Шкулта спорт кружокĕсем ĕçлетчĕç. Кăмăла кура мĕнпе йăпанас тенĕ, çавăнпа аппаланаттăмăр. Пирĕн шкулта вăйлă спортсменсем нумайччĕ. Вĕсем пирĕн кумирсемччĕ. Велосипедпа ăмăртакансем те, ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем те, кире пукан йăтакансем те, штанга çĕклекенсем те, ытти секцисем те пире хăйсен ушкăнне хаваспах йышăнатчĕç. Çумрах тата спорт мастерĕсем, кỹршĕ Валерипе Коля Мулендеевсем, пурччĕ. Вĕсем пирĕнпе пĕрле тĕрлĕ вăйă вылятчĕç. Унсăр пуçне пиртен самаях аслă Гена Григорьевăн (çамрăк офицерăн) спортра тунă çитĕнĕвĕсем те курăмлăччĕ.

Эпĕ пĕрремĕш класа вĕренме кайсанах кĕрешỹ секцине çỹреме пуçларăм. Кĕлетке нăкă пулнă пирки мана аслăрах ачасемпе кĕрештеретчĕç. Саша тете вилнĕ хыççăн тренерта Иван Васильевич Исаев ĕçлетчĕ. Вăл вара мана хамăн терте кура хавхалантарса чăтăмлăх паратчĕ. Кайран, паллах, çитĕнỹсем те сахал пулман, вăл шутра республика шайĕнче те, анчах та малтанхи тренер хавхалантарни яланах асра. Витя Николаев çинчен уйрăм сăмах калас килет. Тĕлĕнсе каймалла маттур çынччĕ. Секцисене питех çỹремен пулсан та, йĕлтĕрпе е çуран чупса шкулта тата район шайĕнче çĕнтерỹçĕ ятне темиçе хут та тивĕçлĕ пулчĕ. Кире пуканĕ йăтма та юрататчĕ.

 Витя кĕлеткипе питĕ çирĕп çамрăкчĕ. Шкул хыççăн строительсен техникумĕнче вĕренме пуçланă. Вăл вăхăтра лару-тăру лăпках пулман. Шупашкар хулин урамĕсенче çамрăксен шухă ушкăнĕсем хуçаланнă. Вĕсемпе Патăрьелпе Елчĕк районĕсен ачисем çеç пĕр чĕлхе тупма, пĕр тан калаçма пултарнă. Хушăран хĕрỹ çапăçусем те сиксе тухнă. Витя пире, кĕçĕннисене, хулара пулса иртекен ĕç-пуç пирки тĕплĕн каласа паратчĕ, малашнехи çăмăл мар пурнăçа кĕме хăйне май хатĕрлетчĕ. Шупашкарта Витя ушкăн пуçтарас енчен юлашки çын пулман курăнать - ушкăна ертсе пыракан Каштановсене хăйне май тĕрлĕ сĕнỹ парса тăнă, вăл-ку ĕç тутарнă. Каштановсем вара чăнахах та хаяр ачасем пулнă, çынсене ним çук çĕртен кỹрентерме пултарнă. Витя пăтăрмахлă самантсене сирсе яма пĕлнипе авторитетлă çамрăк ятне илнĕччĕ.

Юрий Пигаваев вăр-вар ачаччĕ, чупас енĕпе яланах шкулта çĕнтерỹçĕсен шутĕнче тăратчĕ. Йăрăрах ачасен ретĕнче пирĕн Сергей Шалтыновччĕ. Кĕске дистанцисене хăвăрт чупса тухакан çамрăк спортсмен районта Сергейсăр пуçне урăх çукчĕ. Шел, Турă панă хăвата Сергей урăх çĕре ячĕ.

 Коля Раськинпа Çеруш Ядуркин (вĕсем яланах пĕрлеччĕ) штанга йăтассипе район, республика шайĕнче награда илме пьедестал çине час-час хăпаратчĕç. Пĕррехинче Кольăпа Çеруш автобус çине ларма укçа пулман пирки тупăшса Аслă Елчĕк ялĕнчен тăван яла вăтăр çухрăм ытла çуран утса çитнĕ. Иккĕшĕ те питĕ тĕллевлĕ ачасемччĕ, мĕн пĕчĕкренех çар тумтирĕ тăхăнса çỹрес кăмăлпа пурăнатчĕç. Пĕр класра вĕренсе шкул пĕтерсе тухсан туссем тинĕс çар офицерĕ пулас тĕллевпе Владивосток хулине С.О. Макаров ячĕллĕ Лăпкă океанăн аслă тинĕс-çар училищине вĕренме кĕрес тесе кайрĕç, анчах Кольăн кăна телейĕ пулчĕ. Каччă вĕренсе тухса часах офицер ятне илчĕ, карап командирĕ пулса тăчĕ. Сергейĕн вара пурнăçĕ урăхларах килсе тухрĕ. Юлташĕпе пĕрле вĕренме кĕреймерĕ. Шăпа Сергее Афганистана илсе çитерчĕ, хĕрỹ çапăçусене хутшăнтарчĕ. Киле таврăнсан Коля юлташĕ патне кайса Мурманск хулин тинĕс-çар порчĕн карапĕсенчен пĕринче мичманта ĕçлерĕ те яла таврăнчĕ. Туссем иккĕшĕ те мĕн ĕмĕтленнине пурнăçларĕç - хул пуççи çине пакун çакса Тăван çĕршыв чысне хỹтĕлерĕç.

Секцисене çỹренисĕр пуçне хĕлле эпир, пĕр урам ачисем, хамăр валли тарăн юрлă çулсем тăрăх эрнере виçĕ хутчен пĕр пилĕк-ултă çухрăмлă маршрутпа чупаттăмăр. Хĕл вĕçĕнче кĕртсем урлă чупнă чухне маршрут йывăрланатчĕ вара. Каярах - Шăхальпе Çĕньял хушшинче асфальт сарсан тикĕс çулпа ултă-çичĕ çухрăм чупаттăмăр, çапла шкул ăмăртăвĕсене хатĕрленеттĕмĕр. Çĕнĕ кас ачалăх вăхăтĕнче пирĕншĕн тертлĕ кас пулчĕ. Чун каниччен выляма урам тикĕс марччĕ. Куншăн айăпли ферма кĕтĕвĕччĕ. Кашни ир тата каçхине пирĕн урампа самаях пысăк йышлă тăватă кĕтỹ пĕрре уя тухатчĕ, тепре фермăна таврăнатчĕ. Çăрăлнисĕр пуçне урам ĕнесем хыççăн юлакан "минăсемпе" тулатчĕ тата.

Шкула кайиччен пирĕн пурнăç кас хушшинчех иртрĕ. Атте-анне пире унталла та кунталла яма тăрăшмарĕ, анчах эпир çуркунне çырма çамкисем типсен тỹрех выляма каяттăмăр. Пирĕн çывăхрах колхоз ферми ларатчĕ. Вăл пире питĕ илĕртетчĕ. Темшĕн - хамăр та пĕлместĕмĕр.

 (Малалли пулать)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика