Шыв ыйтăвĕпе - канашлу

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2022, 10:22 Просмотров: 555

Шăмăршă районĕнчен илсе килекен таса шыв ыйтăвĕпе иртнĕ черетлĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин строительство министерствин "Республикăри пĕрлехи заказ служби" хысна учрежденийĕн представителĕсем, шыв илсе килессипе ĕçлекен строительство организацийĕсем, çавăн пекех газопровод, çыхăну, электричествăпа тивĕçтерекен сетьсен ертỹçисем хутшăннă.

Мероприятире ушкăнлă килекен шывăн 5-6 комплексĕсене туса шыв пăрăхĕсене Кзыл-Камыш, Нăрваш Шăхаль, Вăрманхĕрри Шăхаль, Çĕньял, Пăлаçи Атăк, Анат Тăрмăш, Турхан, Тури Тăрмăш, Шăхач, Кĕçĕн Чемен, Аслă Чемен, Тури Чакă, Сител, Пăлапуç Пашьел, Пăлапуç Нурăс, Ишлĕ, Пỹртлĕ ялĕсене çитерессине пăхса тухнă.

Хальхи вăхăтра уйрăм çынсен çĕрĕсен, коммуникацисен хуçисемпе шыв пăрăхĕсен трассисене тăвассине сỹтсе яваççĕ. Çак тапхăрта вăхăтлăха вырнаçтарнă ятарлă патаксене илсе пăрахмалла мар.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика