Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2022, 10:23 Просмотров: 531

 Районта майăн 12-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7267 гектар (50,9 процент) акнă, вăл шутран урпа - 3180 гектар, тулă - 2834, сĕлĕ - 783, пăрçа - 205, вика вăрă валли - 175, куккурус вăрă валли 90 гектар йышăнаççĕ.

Сухан вăрлăхне 202 гектар, рапс - 200, сахăр кăшманĕ - 130, пĕр çул ỹсекен курăксене - 685, нумай çул ỹсекен курăксене 751 гектар никĕсе хывнă.

Пахча çимĕç культурисене 17 гектар акнă.

Çĕр улми 98 гектар лартнă. Кĕрхи çĕртмене - 12512 гектар, нумай çул ỹсекен курăксене 4243 гектар сỹреленĕ.

Кĕрхи культурăсене 2534 гектар, нумай çул ỹсекен курăксене 576 гектар апатлантарнă. Кĕрхи çĕртмене 9420 гектар культиваци тунă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене 2552 тонна имçамланă, 1190 тонна çĕр улми яровизацие кăларнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика