Ыр çын ячĕ ĕмĕре тăсăлать

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2022, 10:36 Просмотров: 509

Районта ĕçпе хисепе тухнă çынсем нумай. Чылайăшĕ вĕсенчен Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономикине тĕреклетессишĕн ырми-канми тăрăшнă. Вĕсен шутне Тикешре çуралса ỹснĕ Ефим Майоров тата Шăнкăртамра пурăннă Небиулла Валитов та кĕреççĕ.

Ентешсене хисеплесе районти АПК ветеранĕсен членĕсем пуçарнипе вĕсем пурăннă çуртсенче асăну хăмисем уçрĕç. Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Краснов, АПК ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Минегали Хафизов тата канаш членĕсем, тăванĕсем, ял çыннисем, çамрăк ăру хутшăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçаăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов сăмах илнĕ май обществăлла организацин пуçарăвне ырларĕ, шăпах çакăн пек мероприятисем паянхи пурнăçра кирлине, çитĕненекен ăрăва патриотла воспитани пама пулăшнине, хамăр ентешсемпе туллинрех паллашма май панине палăртрĕ.

Е. Майоров 1890 çулта çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Тикешри хуçалăха ертсе пынă. Çак çăмăл мар вăхăтра вăл патшалăха, фронта тыр-пулпа тивĕçтернисĕр пуçне халăха валли та уйăрма май тупнă. Çапла майпа ял çыннисене выçă вилесрен хăтарса хăварнă. АПК ветеранĕсен районти канашĕн членĕ Николай Селиванов ăна ас тăвакансемпе тĕл пулнă, ун пирки каланисене çырса илнĕ. Егор Кириллов Ефим Майорова питĕ лайăх пĕлнĕ. Ефим Терентьевич уçă чунлă, тĕрлĕ енлĕ аталаннă, тăван еншĕн тăрăшакан çын пулнă.

Район историйĕн страницинче Шăнкăртамри Небиулла Валитов та ырă йĕр хăварнă. Вăл Жданов ячĕллĕ хуçалăха ура çине тăратассишĕн сахал мар тăрăшнă. Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен, Хусанти патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Колхоз председателĕнче ĕçленисĕр пуçне Хирти Пикшикри, Шăнкăртамри вăтам шкулсенче, районти "Авангард" хаçатăн тутарла дубляжĕн секретарĕнче ĕçленĕ. Вăл Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тата ытти сумлă наградăсене тивĕçнĕ.

- Небиулла Халиулловичпа ĕçлеме тỹр килнишĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Вăл тỹрĕ кăмăллă, ĕçшĕн тăрăшакан çынччĕ, - терĕ Гельфияз Шадаева ĕç ветеранĕ.

Пухăннисем, ăна паллакансем те çак сăмахсене çирĕплетрĕç.

АПК ветеранĕсен районти канашĕн членĕсем ертỹçĕре вăй хунă, пысăк çитĕнỹсем тунă 22 çын ячĕпе асăну хăми уçма палăртнă, паяна тăваттăшне вырнаçтарнă. Минегали Хафизов ку ĕçе малалла тăснине пĕлтерчĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Июнь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика