Сезон уçăлчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2022, 10:36 Просмотров: 591

 Шăнкăртам вăрманĕнчи "Хĕвеллĕ" уçланкăн ипподромĕнче "Çĕнтерỹ кубокне" тивĕçессишĕн юртă лашасен ăмăртăвĕ иртнĕ.

Спорт уявне Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешковпа Валерий Антонов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Ирина Левицкая, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, "Звениговский" ял хуçалăх предприятийĕн председателĕ Иван Казанков тата ытти официаллă хăнасем хутшăннă.

Лаша спорчĕ районта пурăнакансемшĕн чи юратни шутланать, унпа çемйи-çемйипе интересленеççĕ. Çав шута Красновсене, Пыркинсене, Земдихановсене, Хамбиковсене, Тухветулловсене тата ыттисене те кĕртме пулать.

Çак ăмăртупа районта лаша спорчĕн çуркуннехи-çуллахи сезонĕ те уçăлчĕ. Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă районĕсенчи, Шупашкар хулинчи, Тутарстан Республикин Алексеевски районĕнчи 20 ытла рысак тупăшнă. Хавхалантару чупăвĕнче пĕрремĕш вырăна Алексей Красновăн "Победитель", иккĕмĕшне Мисур Тухветулловăн "Иванхое Ам", виççĕмĕшне Леонид Кошкинăн "Палач" лашисем йышăннă.

Финалта вара иртнĕ çулхи пекех Валерий Красновăн "Марсĕ" çĕнтерỹçĕ пулнă. Иккĕмĕш вырăнта Альберт Хамбиковăн "Кофеинĕ", виççĕмĕшĕнче - Анатолий Каргинăн "Экваторĕ".

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене парнесемпе хавхалантарнă.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика