Пĕрлехи вăйпа ĕçлеме те, уява хатĕрленсе ирттерме те кăмăллă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2022, 10:37 Просмотров: 533

 Майăн 9-мĕшĕнче Патăрьелĕнче Аслă Çĕнтерỹ кунне халалланă уява хатĕрленсе ирттерсе яма ĕç коллективĕсем, уйрăм хастарсем те хăйсен тỹпине хыврĕç. Пĕрлехи вăйпа ĕçлеме çеç мар, канма, уявсене йĕркелеме те кăмăллă. Ырă ĕç вара яланах пархатарлă.

Район администрацийĕ Раççей ДОСААФĕн Патăрьел районĕнчи вырăнти уйрăмне (ертỹçи А. Хлебников), Патăрьелĕнчи "Сказка", "Василек", "Центральный", "Солнышко" ача сачĕсен (ертỹçисем - А. Горшкова, Л. Петрова, Н. Туктанова, А. Краснова), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулсен коллективĕсене (ертỹçисем - Н. Андреева, Л. Лялина, Г. Сабитова), Патăрьел районĕнчи потребительсен обществине (председателĕ - С. Счетчиков), Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе этнографи музейне (директорĕ - В. Маллина), районти ачасен пултарулăх çуртне (директорĕ И. Полякова), "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалне (ертỹçи В. Петров), Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техникумне (директорĕ А. Логунов), акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвне (директорĕ П. Ялуков), "Лига - С" пĕрлешĕве (Р. Купкенов), Патăрьелĕнчи ачасен искусство шкулне (директорĕ А. Антонова), Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системине (директорĕ Н. Алексеева), Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотека системине (директорĕ А. Овчинникова), Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексне (директорĕ И. Камалетдинов), Патăрьел ял тăрăхне (ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Ялуков) тата ыттисене те тав тăвать, малашнехи ĕçре ăнăçу сунать. Культура сох-е культ Ытарайми ташшипе, шăнкăрав пек сассипе... Шăнкăртам ял тăрăхĕн администрацийĕ вырăнти культура çуртĕнче мăсăльман тĕнĕн тĕп уявне - Ураза-байрама - палăртнă май регионсем хушшинче "Шăнкăртам кĕввисем" фестиваль-конкурс йĕркеленĕ. Кăçал ăна Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн, Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкĕсене, Патăрьел районĕ 95 çул тултарнине, Атăлçи Пăлхар мăсăльман тĕнне йышăннăранпа 1100 çул çитнине халалланă. Официаллă пая Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Наталия Никитина, "Централизациленĕ клуб системи" учрежденин директорĕ Наталия Алексеева хутшăннă. Уявра ял тăрăхĕнчи тата Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк, Тутарстан Республикинчи Çĕпрел тата Тетюши районĕсенчи, Мари Эл Республикинчи Йошкар-Ола хулинчи тутар коллективĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Конкурса хутшăннисем пурте дипломсене, асăнмалăх парнесене, тĕрлĕ номинацие тивĕçнĕ. "Шăнкăртам кĕввисем" фестиваль-конкурсра Гран-прие Йошкар-Ола хулинчи тутар культура центрĕн ушкăнĕ (ертỹçи Гарай Магсумьянов) çĕнсе илнĕ.

Архив материалов

Июль 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика