Ветерансене сума суса

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2022, 10:42 Просмотров: 508

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 77 çул çитнине халалласа Кивĕ Ахпỹртре футбол турнирĕ иртрĕ. Кăçалхипе вăл çиччĕмĕш хут пулчĕ.

Спорт уявне уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, "Тав" строительство фирмăн тĕп директорĕ Василий Антонов, спортсменсемпе спорт ветеранĕсем хутшăнчĕç. Рудольф Васильевич Кивĕахпỹртсем тĕрлĕ енлĕ спорта - йывăр тата çăмăл атлетикăсене, футбола, шашка-шахмата тата ыттисене - кăмăлланипе уйрăлса тăнине палăртрĕ. Çавна май Туçа ял тăрăхĕн спортсменĕсем районти, республикăри ăмăртусенче çеç мар, çĕршыв шайĕнче те пысăк çитĕнỹсем тăваççĕ.

Футболăн черетлĕ ăмăртăвне паян пирĕнпе юнашар пурăнакан вăрçă ветеранĕсене сума сунине палăртса йĕркелерĕç. Паттăрсем пире Çĕнтерỹ Ялавне панă, пирĕн ăрăвăн вара ăна нумай çул чыслăн малалла йăтса утас пулать. Турнира Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсен 11 команди хутшăнчĕ. Çĕнтерỹçĕсем кубоксене, дипломсене тивĕçрĕç. Чи лайăххисене номинацисемпе те чысларĕç. Спорт Паттăрсене манмаççĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Именкасси ялĕнчен пуç хунă паттăрсене халалласа ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртнĕ.

Ăмăртăва 50 ытла ача хутшăннă. Вĕсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Ыхра Çырминчи, Хирти Пикшикри вăтам шкулсенчен. Турнира уçма тата ăмăртăва хутшăнакансене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Краснов, спорта юратакансемпе ветерансем хутшăннă. Хăнасем çитĕнекен ăрăва малашлăхра çитĕнỹсем, спортра ỹсĕмсем суннă. Мероприятие хутшăнакансем пуç хунă паттăрсене асăнса пĕр самант шăп тăнă, палăк умне чечексем хунă. Çамрăк спортсменсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ, вĕсем умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама пултарнипе палăрнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Июнь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика