Паттăрсене манмаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2022, 10:43 Просмотров: 684

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Именкасси ялĕнчен пуç хунă паттăрсене халалласа ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртнĕ.

Ăмăртăва 50 ытла ача хутшăннă. Вĕсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Ыхра Çырминчи, Хирти Пикшикри вăтам шкулсенчен.

Турнира уçма тата ăмăртăва хутшăнакансене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Краснов, спорта юратакансемпе ветерансем хутшăннă. Хăнасем çитĕнекен ăрăва малашлăхра çитĕнỹсем, спортра ỹсĕмсем суннă.

Мероприятие хутшăнакансем пуç хунă паттăрсене асăнса пĕр самант шăп тăнă, палăк умне чечексем хунă.

 Çамрăк спортсменсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ, вĕсем умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама пултарнипе палăрнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика