Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2022, 10:45 Просмотров: 524

Производствăра малта пыракан, Социализм Ĕçĕн Геройĕ Николай Васильевич Каргин (13.05.1932-23.07.2014) 90 çул каялла Кивĕ Ахпỹртре çуралнă.

Н. Каргин выльăх-чĕрлĕх самăртассипе пĕтĕм республикипе чапа тухнă. Вăл сысна çитĕнтерессипе тăрăшнă. "Гвардеец" колхозра механизатор, "Южное" комплексра цех операторĕ пулса ĕçленĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри, производствăра тата ял хуçалăх продукцине хатĕрлессинчи çитĕнỹсемшĕн ăна Социализм Ĕçĕн Геройĕ ятпа чысланă, Ленин орденĕпе тата "Çурлапа Мăлатук" ылтăн медальпе наградăланă.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Июнь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика