Сумлă ята тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2022, 09:14 Просмотров: 463

Раççей Федерацийĕн Общество палатинче "Эпĕ Палестинăна ỹкеретĕп. Эпĕ Донбаса ỹкеретĕп" ачасен тĕнчери куравĕуçăлнă. Маларах вăл Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕнче ĕçленĕччĕ. Выставкăна çур çул ытла хатĕрленнĕччĕ. Унта ют çĕршывсенчи ачасен ĕçĕсем те пулнăччĕ. Ытларахăшĕ вара - Палестинăри тĕрлĕ хуларан.

Хусантан, Димитровградран, Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан, Сĕнтĕрвăрринчен, Çĕрпỹрен, Ярославльтен, Архангельскран, Юхмапа Пăлаçи тăрăхĕнчен тăратнă ĕçсем тематика тĕлĕшĕнчен те пуянччĕ. Вĕсене илĕртỹллĕ ỹкерме те пултарнă. Çĕр ытларахăшне вара тĕп хулана яма суйласа илнĕччĕ.

Çакнашкал мероприяти йĕркелеме Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн преподавателĕ М.Шакиров сĕнỹ тăратнăччĕ. Унăн пуçарăвне ырласа пулăшу кỹме Палестинăпа Чăваш Республики хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшакан общество президенчĕ Аль Балауи Фатхи Бассам доктор хутшăннăччĕ. Çакăнта ăсталăх шкулĕн ертỹçин А.Антоновăпа унăн çумĕн А.Носкован тỹпи пысăк.

Сăмах май каласан, выставка ĕçлеме пуçланă май М.Шакирова тĕнчери культура тата искусство академийĕн академикĕ ята парса чыс тунă.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика