Çамрăк суйлавçăсем акцие хутшăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 20.05.2022, 17:01 Просмотров: 363

 МАЙĂН 16-мĕшĕнче Çамрăк суйлавçăсен кунĕ ячĕпе Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕ "Суйлав диктанчĕ" вĕрентỹ акцине йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - çамрăк тата пулас суйлавçăсен право культурине тата пĕлĕвне ỹстересси, суйлав правипе тата унăн йĕркипе çывăхрах паллаштарасси.

Пирĕн районтан акцие Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Ыхра Çырминчи вăтам шкулсем, Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче вĕренекенсем, ĕçлекен çамрăксем хутшăннă. Вĕсен пĕр сехетре суйлав правипе, йĕркипе, патшалăх тытăмĕпе, Конституципе çыхăннă 40 ыйтăва хуравлама тивнĕ. Акцие хутшăннă хастарсене пурне те сертификат параççĕ, пысăк балл пуçтарнисене - дипломсем. Патăрьел территори суйлав комиссийĕ "Суйлав диктантне" хутшăннă хастарсене пурне те тав тăвать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика