Тăлăхсене хăйсен хỹтлĕхне илнисене чысланă

Категория: Публикации Опубликовано: 20.05.2022, 17:02 Просмотров: 348

 ÇАК кунсенче Шупашкарти "Амазония" этнокомплексра тăлăх ачасене хăйсен хỹтлĕхне илнĕ çемьесен республикăри форумĕ иртнĕ. Унта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çемьесем те хутшăннă. Мероприятире ачасене тивĕçлĕ воспитани парас, çемье йăлисене тытса пырас ĕçре тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн Анатолий Арсентьевичпа Каролина Анатольевна Уткинсене Республика Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чыс тунă. Çак мăшăр хăйсен яваплăхĕнче 10 усрав ачана тивĕçлипе пăхса çитĕнтернĕ.

Конкурса пирĕн районтан Узалуковсем, Шайдуллинсем, Кудрявцевсем те хутшăннă. Сасăлав итогĕпе "Çемьен визит карточки" номинаципе Нăрваш Шăхалĕнчи Николай Васильевичпа Татьяна Николаевна Узалуковсем çĕнтерỹçĕ пулнă. Вĕсем усрава илнĕ икĕ ачана воспитани параççĕ. Хисеплĕ мăшăр общество пурнăçĕнче те, спорта та хастар, пултаруллă. Çемье пуçлăхĕ нумай çул ял старостинче тăрăшать. Обществăлла тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика