Яш-кĕрĕме ялта ĕçлеме те, пурăнма та условисем пур

Категория: Публикации Опубликовано: 20.05.2022, 17:03 Просмотров: 245

Района майăн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикинчи вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров килнĕ. Вĕсем Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн вĕрентỹпе производство мастерскойĕсемпе паллашнă. Студентсем роллы, фингер фуд тăвассипе, кирпĕч хурассипе, çăмăл автомашинăна юсассипе мастер-классем кăтартнă.

Агропромышленность техникумĕн хăйĕн çĕр пайĕ пур, вĕренекенсем унта Г. Кузьмин мастер ертсе пынипе МТЗ-82.1 тракторпа сухалама, акма хăнăхаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта урпа вăрлăхне никĕсе хываççĕ. Хăнасем хире те çитсе курнă.

Мероприятин пленарлă пайне "Сэлэт-Батыр" çамрăксен обществăлла центрĕн учредителĕсенчен пĕри, Тутар Республикин Наука академийĕн академикĕ, техника наукисен докторĕ Джавдет Сулейманов профессор тата Вăрнар, Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпỹ техникумĕсен ертỹçисем те хутшăннă. Çавра сĕтел хушшинче "Вĕрентỹпе производство класĕсем - УПК 21" проекта реализацилес ыйтăва хускатнă.

Патăрьелĕнчи агротехникумăн директорĕн вĕрентỹпе производство енĕпе ĕçлекен çумĕ Алевтина Куданова учреждени базинче АПК предприятийĕсем валли кадрсем хатĕрлессипе, "Вĕрентỹпе производство класĕсем - УПК 21" проектпа килĕшỹллĕн пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов ял хуçалăхĕнче кирлĕ специалистсем, кадрсем пирки сăмах хускатнă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ял хуçалăхĕнчи кадр ыйтăвне татса пама сахал мар тăрăшаççĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта аграри класĕ пур. Вĕрентỹ управленийĕпе Чăваш патшалăх аграри университечĕ тĕллевлĕ вĕрентессипе килĕшỹ тунă. Хальхи вăхăтра асăннă аслă шкулта пирĕн районтан 62 студент ăс пухать, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ шăпах направленипе пĕлỹ илет .

- Тĕллевлĕ направленипе вĕреннин усси пысăк, выпускник диплом илнĕ хыççăн çуралнă тăрăха таврăнса килĕшỹ тунă организацие ĕçе вырнаçать. Çамрăк специалистсене валли пурăнма, канма тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшатпăр: ял инфраструктури аталанать - модульлĕ ФАПсем хута каяççĕ, клубсене, çулсене юсаççĕ, çĕнĕрен тăваççĕ тата ытти те, - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов АПК сферинче хальхи вăхăтри технологисемпе, çĕнĕ, хăватлă техникăпа усă курасси ỹснĕ вăхăтра квалификациллĕ специалистсен пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртнă май.

Çавра сĕтел хушшинче çамрăк специалистсене ялта пурăнма хăварасси, агропромышленность техникумĕн ял хуçалăх предприятийĕсем валли кадрсем хатĕрлесси пирки калаçнă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Июнь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика