Район чысне хỹтĕлекенсем паллă

Категория: Публикации Опубликовано: 20.05.2022, 17:06 Просмотров: 322

Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисен финалти ăмăртăвĕсем иртрĕç.

Унта ачасем командăсемпе паллаштарчĕç, стройпа утрĕç, теори ыйтăвĕсене хуравларĕç, автомата салатса пуçтарчĕç, 1000 метра чупрĕç, винтовкăран печĕç тата ытти те.

Çак вăйăсене çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас, Раççей историне аса илтерес, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарас, çар службине çывăхлатас тĕллевпе ирттереççĕ.

 Мероприятие уçнă май çамрăк армеецсене район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, хĕçпăшаллă вăйсен ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков саламларĕç.

Ăмăртусене "Орленоксен" - 8, "Зарницăсен" 12 команди хутшăнчĕ.

Тупăшусем вĕçленчĕç. Аслисем хушшинче Патăрьелĕн- чи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш тата Первомайскинчи вăтам шкулсен ачисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

"Зарница" вăйăра вара каллех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем пĕрремĕш, Хирти Пикшикри вăтам шкул ачисем иккĕмĕш, Шăнкăртамри вăтам шкул çамрăкĕсем виççĕмĕш вырăнта пулчĕç.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ачисен июнь уйăхĕнче район чысне республикăри тупăшусенче хỹтĕлемелле пулать.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика