Амăшĕ пепкине çуратнă чухнех çунат парнелет

Категория: Публикации Опубликовано: 20.05.2022, 17:08 Просмотров: 244

Сак тулли саккăрăн çеç мар, ашшĕпе амăшĕсĕр пуçне сĕтел тавра тăххăрăн апатланма ларнă ачасем: Петр, Мария, Анастасия, Иоан, Христиния, Ольга, Ирина, Ульяна, Татиана. Пĕрле чухне пỹрт вĕсен уçă сассипе кĕрлесе çеç тăрать! Паян аслисенчен виççĕшĕ çемье çавăрма, пĕрер ачаллă пулма та ĕлкĕрнĕ. Çĕнĕ Ахпỹртри тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан çветтуй Николая асăнса лартнă чиркỹ настоятелĕ Михаил Медведевпа Тамара матушка Турă пиллĕхĕпе пысăкланса пыракан çемье йышĕшĕн чун-чĕререн хĕпĕртеççĕ. Çакă вĕсемшĕн иксĕлми савăнăç, виçесĕр телей, таса юрату палли! Хăйсем те пысăк çемьере çитĕннĕрен пĕр варта выртнă пепкисем çĕршывăн тĕрекĕ пулнине, тăванлăх туйăмне упраса яланах пĕр-пĕрне алă тăсма хатĕррине ашшĕпе амăшĕ чĕрепе туяççĕ. Çемьере кунтан пысăк телей пур-ши?

Сăвап - Турăшăн, çылăх - усалшăн

Ĕç кунĕ пуçланнă хыççăнах Çĕнĕ Ахпỹртри чиркĕве çитрĕм пулин те пачăшкăна тỹрех тĕл пулаймарăм. Михаил атте ирпе ирех район центрне йывăр чирлĕ Сергийпе тĕл пулма, ăна пиллĕх пама кайнă. Усал чир серепине çакланнă çамрăк арçыннăн мĕн пур шанчăкĕ те Аслă Пỹлĕхçĕ çеç пулнине туйса ун патĕнче кашни эрнерех пулма, уншăн кĕл тума, чунне уçма тăрăшать, вăй-хăват паракан Турă юнне вăхăтран-вăхăта сыптарать. Пачăшкăна кĕтсе ларнă май Тамарăпа матушка çемьери ырă йăла-йĕрке, ачисен çитĕнĕвĕ, савăнăçĕ пирки хăпартлансах калаçрăмăр. Вĕсем кашнийĕ чун тĕпренчĕкĕ, уйрăм телей! Сăмах çумне сăмах хутшăннă май Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Савватий пиллĕхĕпе тухакан "Ырă хыпар" журналта Çĕнĕ Ахпỹртри Михаил Медведев священник Шăмăршăри пушарта пысăк тăкак тỹснĕ хĕрарăма пулăшма малтан 61 пин, каярахпа 200 пин тенкĕ укçа пани пирки пуçартăм. Ку хыпара вуланă хыççăн хам та хытах тĕлĕннĕччĕ. "Сăвап - Турăшăн. Ырă туни ырăпах таврăнать. Служба ĕçĕнче пачăшкă пулни çеç çителĕксĕр, кирек мĕнле çынна та пулăшни, пурне те чун-чĕререн юратни кирлĕ",- терĕ тăхăр ача амăшĕ кун пирки. Çакнашкал пархатарлă ĕçе хутшăнни сăвап пулнине çеç йышăнчĕ.

"Этемĕн ырăлăхĕ - çывăх çынни валли, Çỹлти Аттемĕр ырăлăхĕ - пĕтĕм чĕрĕ чун валли",- терĕ калаçăва малалла тăснă май Михаил атте яланхи пекех сăпайлăн. Ун хыççăн 2010 çулта Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче чиркỹ тума пикеннине кĕскен аса илчĕ. Ĕлĕк йывăçран тунă кĕлĕ çурчĕ кивĕ пулнă. Прихожансен кăмăлне тивĕçтерес тĕллевпе вĕсем пысăк ĕçе пикеннĕ. Паллах, халăх пулăшăвĕпе, уйрăм çынсен хастарлăхĕпе. Çапах та тăруках чиркỹ çуртне хăпартса лартма çăмăлах пулман. Пахчара ачасемпе пĕрле ĕçлесе пуçтарнă кĕмĕле те унта яма тивнĕ. Варнава пиллĕх парса çак вырăна сăвапланă хыççăн вунă çула яхăнах тăрмашнă. Малтанхи çулсенче строительство материалĕсене туяннă, каярахпа ыттине пурнăçа кĕртме пикеннĕ, хуралтăсем тунă. Ырă ĕçе пуçăннă хыççăн пачăшкăна пулăшакансем тупăнсах пынă. Шупашкарта пурăнакан пĕр предприниматель-хĕрарăм чиркỹ тума сахалах мар укçа панă хыççăн ĕç кал-кал пуçланса кайнă. Вăл Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпỹртре тăхăр ачаллă пачăшкă ялта кĕлĕ çурчĕ хăпартма шутланине Шупашкар тата Чăваш митрополитĕнчен пĕлнĕ-мĕн. Усламçăн çакнашкал шухăшĕ "пиçсе" çитни те ăнсăртран мар. Хĕрарăм çынсене Мускава ĕçлеме илсе çỹренĕ иккен. Пĕррехинче автобусĕаварие çакланнă. Телее, водитель те, пассажирсем те чĕрĕ юлнă. Çакăншăн Турра тав тума виçĕ пачăшкăна 30 пин тенкĕ пулăшу укçи пама шухăшланă. Священниксен нумай ачаллă пысăк çемье пулнине пĕлсен вĕсене тумтир туянма тепĕр пилĕк пин тенкĕ те панă. "Çемьере паян пурăнмалăх çăкăр пур. Ачасем кĕпе-йĕмсĕр мар. Кун чухлĕ укçа чиркỹре уйăхне те пуçтарăнмасть. Атя, ăна чиркỹ тума ярар",- сĕннĕ пачăшкă матушкăна. Качча тухнăранпах çемье пуçлăхне итлесе пурăнма хăнăхнă хĕрарăм мăшăрĕн шухăшне хирĕçлемен. Ыр кăмăллăхпа кĕлĕ çурчĕ тума пулăшнă ача амăшĕ паянхи кун та Çĕнĕ Ахпỹртри тĕлĕнмелле хăватсем паракан çветтуй Николай ячĕллĕ чиркỹпе çыхăну тытать, унта молебенсем парать, кĕлĕсене те килсе çỹрет.

 Турăран хăра, усалтан сыхлан, çакă ỹт-пĕвне сывлăхлă тăвĕ

Медведевсен çемйинче яланах ырăлăх, ăшăлăх, юрату хуçаланать. Ачисем аслинчен пуçласа кĕçĕнни таранах ашшĕ-амăшне хисеплесе, пĕр-пĕр- не пулăшса пурăнаççĕ. Кирек мĕнле ĕçе те (пахча çимĕç нумай акаççĕ-лартаççĕ, йышлă выльăх усраççĕ) вĕсем ушкăнпа хавхаланса пурнăçлаççĕ.

Чиркỹ настоятелĕн çемйи Çĕнĕ Ахпỹрт прихутне килсе тĕпленни кăçалхи августра 24 çул пулать. Маларах вара Михаил атте хăйсен тăрăхĕнчи Аслă Чементе, Первомайскинче православи тĕнне ĕненекенсемпе служба ĕçне пурнăçланă. Священникре ĕçлеме пикенни те 28 çул. Сăмах май каласан, Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен "техник-лесовод" профессие алла илнĕ, каярахпа электрикре та ĕçленĕ специалист Турă çулне суйласа илни ăнсăртран мар. Акă мĕнле аса илчĕ çемьери ырă йăла пирки унăн тăван шăллĕ, Шăмăршăра пурăнакан Иван Медведев:

- Пысăк çемьере ỹснĕ пулин те пирĕн яланах çирĕп йĕрке пулнă. Атте-аннене, аслисене хисеплеме вĕренсе çитĕннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче пилĕк ачипе тăлăха тăрса юлнă кукамай питĕ Турра ĕненетчĕ. Пире те ирпе-ирех хăй çумне тăратса "Çỹлти аттемĕр..." кĕлле калаттаратчĕ. Çавна май анне, Ольга Александровна та (Мухтав Турра, паянхи кун та пурăнать) тăтăшах чиркĕве çỹренĕ. Пысăк праçниксенче вăл колхоза кайса лаша кỹлсе килетчĕ те пире Комсомольски районĕнчи Шурут чиркĕвне кĕлĕ итлеме илсе каятчĕ. Миша шăллăм арçын ачасенчен кĕçĕнни пулнăран тата ытларах ун çумĕнче пулнă. Вăл çамрăклах сăпайлă та лăпкă ачаччĕ. Çынна нихăçан та усал туман. Халĕте çаплах. Мăшăрĕ те, ачисем те çавăн пекех.

Кайăк çуркуннешĕн савăнать, ача - амăшĕшĕн, теççĕ ваттисем. Ишлĕре пурăннă Тамара Тури Чакăри Михаил Медведевпа çемье çавăрнă чухне 17 çулта çеç пулнă. Çамрăкла качча кайнă пулин те Турă ăна пачăшкăпа мăшăрлантарса чăн-чăн таса юратăва тупма пулăшнăшăн паянхи кун та савăнать хĕрарăм. Вăл та мăшăрĕ пекех ачаллах чиркỹ йăли-йĕркине хăнăхса ỹснĕ, паян упăшкишĕн чиркỹ ĕçĕнче пысăк пулăшакан, ачисемпе мăнукĕсемшĕн ытарайми анне, асанне-кукамай.

Пĕрремĕш ывăлне алла илнĕ чухне матушка нумай юн çухатнăран аран вилĕмрен çăлăнса юлнă. Тухтăрсем ăна çакăн хыççăн ача çуратма та сĕнмен. Аслă Пỹлĕх пиллĕхĕпе тата хăйсем кĕл тунипе вĕсем паян пысăк çемье, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Темиçе çул каялла Петрпа Феврони çветтуйсен уявĕнче нумай ачаллă çемьесене Шупашкара чыс тума чĕннĕ. Унта пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен Медведевсем те хутшăннă. Çỹлти Аттемĕр чĕрĕлсе тăнă ятпа тĕп хуламăрта лартнă Турă çуртĕнче настоятель служба ирттернĕ хыççăн матушкăна ырă сунса: "Нумай ачаллă хĕрарăма Турă ку тĕнчерех çăлать. Ан пăшăрхан: ачасене ỹстерме, вĕрентме, ура çине тăратма пулăшса пырать...", - тенĕ.

- Йăла-йĕркепе ĕненỹ - кирек мĕнле наци халăхĕн те иксĕлми пуянлăхĕ. Тĕн халăх культурин тĕп шăнăрĕ, туслăх хĕлхемĕ, юрату çăл куçĕ шутланса тăрать. Чиркỹ çемьене упрама, çитĕнекен çамрăк ăрăва тĕрĕс çулпа кайма пулăшать, аслисене хисеплеме, ырă ĕçсем тума вĕрентет тата ытти те,- терĕ Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ Николай Марков протоиерей.

Шухăш

 Валентина СУРКОВА, тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан çветтуй Николая асăнса лартнă чиркỹ прихожанĕ:

- Хамăрăн благочиннăй Николай Марков протоиерей, чиркỹ настоятелĕ Михаил атте тăрăшнипе хута кайнă чиркỹшĕн çав тери хĕпĕртетпĕр. Эпир кунта чун канăçлăхне тупатпăр, тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнма тăрăшатпăр. Кĕлĕ çуртне çамрăксем те, ачасем те çỹрени савăнтарать. Пачăшкă вĕсене пурне те ырă кăмăлпа пил парать, вĕсемшĕн кĕл тăвать. Çак кунсенче вăл хăйĕн юбилейне паллă тунă май, эпир те ăна Турă нумай çуллăха сывлăх патăр тесе ырă сунатпăр.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Июнь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика