Социаллă проектсем çамрăк çемьесене пĕрлештерессипе çыхăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 20.05.2022, 17:09 Просмотров: 253

 Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăра çамрăк çемьесемпе çыхăннă социаллă проектсене пурнăçа кĕртсе пынипе "Хĕрарăм тинкерĕвĕ" ("Взгляд женщины") темăпа çавра сĕтел иртнĕ.

Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн пуçлăхĕ Светлана Чернова, Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен канашăн председателĕ Наталия Николаева, унăн çумĕ Нина Глотова, Чăваш Енри çамрăк çемьесен ассоциацийĕн ертỹçи Федор Степанов, районти ашшĕсен канашĕн председателĕ Николай Андреев, "СемьЯ" çамрăк çемьесен клуб членĕсем, ял тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен канашĕн членĕсем, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хастар хĕрарăмсем хутшăннă.

 Мероприяти кăсăклă та усăллă иртнĕ. Малтанах районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Алена Горшкова обществăлла организацин ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа панă, хальхи вăхăтра районта пурнăçа кĕрсе пыракан виçĕ проектпа видеоролик кăтартнă. Районти тĕп вулавăш çумĕнче Ольга Моисеева çамрăк та хастар вулавăш ĕçченĕ ертсе пыракан "СемьЯ" клуб ăнăçлă ĕçлесе пырать. Юлашки çулта çеç вĕсем районти хĕрарăмсен тата ашшĕсен канашĕсемпе тĕрлĕрен проекта пурнăçа кĕртнĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан центрта "Тăрăшакан алă" ("Заботливые руки") проектпа килĕшỹллĕн уçăлнă "Сехетлĕх няня" ("Няня на час") пỹлĕм республикăра - пĕрремĕш. Ку проект йывăр пурнăç условийĕнче, социаллă хăрушă лару-тăрура çитĕнекен ачасене тимлĕх уйăрассипе, ашшĕ-амăшĕпе ачисен, социаллă специалистсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессипе, çемьесене тимлĕх уйăрассипе çыхăннă. Республикăри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталия Николаева мероприятие пĕтĕмлетнĕ май çывăх вăхăтра пурнăçламалли плансемпе, проектсемпе паллаштарнă, обществăлла юхăмăн хастарĕсене Тав хучĕсемпе хавхалантарнă, малашнехи ĕçре ăнăçу суннă. Мероприятире тĕрĕ, алă ăстисен ĕçĕсемпе, мастер-класспа паллашма пурне те кăмăллă пулнă.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Июнь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика