Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 20.05.2022, 17:10 Просмотров: 291

Производство организаторĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1997 çул), Раççей Федерацийĕн ял хуçлăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2003) Илья Владимирович Нягин çуралнăранпа майăн 23-мĕшĕнче 90 çул (23.05.1932 - 1.06. 2014) çитет.

Ентеш Çĕньялта çуралнă. Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1959 -1967 çулсенче Турхан ял Совечĕн председателĕнче ĕçленĕ. 1967-1976 çулсенче "Знамя" колхозăн председателĕнче, 1976 - 1986 çулсенче халăх депутачĕсен районти канашĕн ĕç тăвакан комитет председателĕнче, 1986-1991 çулсенче - Чăваш АССРĕн агропромышленность комитечĕн председателĕн çумĕнче, 1986-1991 - Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕнче, 1991çултан "Шупашкар вăрлăхĕсем" пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕнче тăрăшнă. Чăваш АССРĕн Верховнăй Канашĕн 11-мĕш созывĕн депутачĕ пулнă.

Илья Владимирович Ленин, Октябрь Революцийĕн орденĕсене тата ытти медальсене тивĕçнĕ.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Июль 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика